Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене — ĕç вырăнĕсем квотăпа

28 февраля 2012 г.

Инвалидсене — ĕç вырăнĕсем квотăпа

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ И. Степанов ЧР 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 68 №-лĕ “Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăпа уйăрасси çинчен” Саккунне пурнăçлас ыйтупа канашлу ирттерчĕ.


Асăннă Саккуна пурнăçа кĕртес — инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр мĕнле ĕçлесе пыни пирки унта центр директорĕ И. Козлов паллаштарчĕ. Иван Михайлович палăртнă тăрăх, пĕлтĕр Трак енре ĕçлеме пултаракан çулсенчи 164 инвалид пурăннă. 32 çын ĕç ыйтса центра пынă, 26-шне районти предприятисемпе организацисене вырнаçтарма май килнĕ е 81,3% (2010 çулта вара ĕç шыракан 21 инвалидран 20-шĕн е 95,2% ыйтăвне тивĕçтернĕ). Кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕ тĕлне центрта ĕçсĕр 4 инвалид шутра тăнă.

Центр ертÿçи каланă тăрăх, 2011 çулта кунпа пĕрлех 2011—2013 çулсенче ЧР халăха ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, 6 инвалид валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕ уйăрнă, вĕсене çак тапхăрта уйăхсерен 1700-шер тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Республикăри тĕллевлĕ программăпа вара иртнĕ çул вĕсем валли ятарлă 7 ĕç вырăнĕ туса хунă. Ку программăна хутшăннă предприятисене вара 350 пин тенкĕ (кашни инвалид пуçне 50-шар пин) саплаштарнă. Инвалидсем хуралçăра, парикмахерта, диспетчерта, платникра, кладовщикра тимленĕ. Çавăн пекех 2011 çулта 4 инвалид харпăр хăй ĕçне уçма 58800-шер тенкĕ илнĕ, мăйракаллă шултра выльăх усрама, вĕлле хурчĕ ĕрчетме тытăннă тата таксист ĕçĕ-хĕлне кÿлĕннĕ.

Пĕлтĕр районта 100 ытларах çын ĕçлекен 3 предприяти шутланнă. Вĕсен, Саккун тăрăх, инвалидсем валли обязательнăй ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли квота пулнă, анчах 2-шĕ (райбольницăпа Заволжски ЛПУМГ) çакна пурнăçламан. Райпо кăна квотăна пăхăнса ĕçлет. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 11 инвалид валли квота пур, хальлĕхе 4-ăн çеç ĕçлеççĕ (36,4%). Ку енĕпе район республикăра кайри вырăнсенчен пĕрне йышăнать.

Йывăр та кăткăс лару-тăруран тухас енĕпе мĕн тумалла-ха? Тĕпрен илсен, çакăн пирки уçă калаçу пычĕ те ĕнтĕ канашлура. Чи малтанах çÿлерех асăннă организацисен инвалидсене валли ĕç вырăнĕсем, çав шутра ятарлисем, реабилитацин уйрăм программисемпе пăхнисем, туса хума хушма мерăсем йышăнмаллине, мартăн 20-мĕшĕччен ĕçпе тивĕçтеркен центра инвалидсен професси ăсталăхне хăпартса ĕçпе тивĕçтермелли сĕнÿсем тăратмаллине, ку центрăн çак тĕлĕшпе яланхи мониторинг тата тĕрĕслев йĕркелемеллине палăртрĕç.

Канашлура çак ыйтупа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист эксперчĕ В. Егоров, район прокурорĕн пулăшаканĕ Е. Ефимова, районти инвалидсен организацийĕн председателĕ Н. Петров, райпо, райбольница тата Заволжски ЛПУМГ представителĕсем тухса каларĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика