10 февраля 2012 г.
Юлашки çулсенче ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен хисепĕ ÿсме пăрахрĕ, пачах урăхла — вăл куллен чакма тытăнчĕ. Çапах та ĕçпе тивĕçтерекен центрсене тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем çав-çавах килеççĕ-ха. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ нумай вăхăт ĕçсĕр лармасть: хăшĕ-пĕри тепĕр профессие кайса вĕренсе килет, теприсем хăйсен специальноçĕпех килĕшекен ĕç тупаççĕ.
Иртсе кайнă çулта Трак енри центр еплерех ĕçлесе пынă пирки унăн директорĕ И. М. Козлов пирĕн корреспондента акă еплерех каласа панă.
— Иван Михайлович, 2011 çулта сирĕн центрăн еплерех задачăсем татса памалла пулчĕ тата мĕн тума пултартăр?
— Район экономикинчи лайăх улшăнусем ĕçпе тивĕçтерекен сфера çине те ырă улшăнусем кÿчĕç. Ĕçсĕррисен хисепĕ 140 çынран (пĕлтĕрхи январь) 55 çын таран (иртнĕ çул вĕçĕ) е 49,3 процент таран чакрĕ. Çавна май ĕçсĕрлĕх шайĕ те 1,5 %-ран 0,5 % таран пĕчĕкленчĕ.
2011 çулта Трак енри ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшу кÿме икĕ программа — ЧР ĕçсĕр тесе палăртнă çынсене 2011—2013 çулсенче пулăшу кÿмелли ведомствăлла тĕллевлĕ программа тата ЧР ĕç рынокĕнчи йывăрлăха чакарас тĕлĕшпе 2011 çулхи хушма мероприятисемлĕ республикăн тĕллевлĕ программи — ĕçлерĕ. Пĕрремĕш программа сĕннĕ мероприятисене 1341 çын (палăртнă çынсен 106,3 проценчĕ) хутшăнчĕ. Кунти ĕçсене пурнăçа кĕртме 1719,6 пин тенкĕ пăхнă пулнă, ăна пĕтĕмпех ĕçе кĕртнĕ. Иккĕмĕш программăпа 139 çын (103,7 процент) ĕçленĕ. Вĕсем валли уйăрнă 6208,8 пин тенкĕ укçана пĕтĕмпех тăкакланă.
Çак тапхăрта инвалидсене, ĕçе тухма хатĕрленекен-виçĕ çула çитичченхи ачапа ларакан хĕрарăмсене уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Кунта вĕсен квалификацине ÿстересси тата çĕнĕ профессие вĕрентесси тĕпре пулнă. Çавăн пекех 14—18 çулсенчи каччăсемпе хĕрсен ыйтăвĕсене те аякка хăварман.
— Кăçал мĕнле çĕнĕлĕхсем пулĕç?
— Ĕç рынокĕнчи лару-тăру тĕпрен çирĕпленнĕрен малашне кризис тапхăрĕнчи евĕр хушма мероприятисен программисем пулмĕç.
— Çапах та тĕп мероприятисенчен хăшĕсене асăннă пулăттăр?
— Центрăн ĕçĕнче тĕп енсенчен пĕри малашне те ĕç шыракан граждансене вĕсен кăмăлне каякан профессипе тивĕçтересси пулĕ. Пирĕн çав категоринчи çынсене ĕçе вырнаçтарассипе пĕлтĕрхи кăтартуран чакмалла мар. Хăйсен специальноçĕпе ĕç тупма пултарайманнисене çĕнĕ профессине вĕренме сĕнетпĕр. Енчен те иртнĕ çул çак ĕçе март уйăхĕнче тытăннă пулсан, кăçал вара — январь вĕçĕнчех. 2012 çулта пĕтĕмпе ĕçсĕр 30 çынна çĕнĕ професси туянма яма пăхатпăр. Инвалидсене оборудованипе тивĕçтернĕ ĕç вырăнĕсене ярасси, çавăн пекех нумай ачаллă амăшĕсене ĕçпе тивĕçтересси те тĕпре пулĕ. Ку евĕр ĕç вырăнĕ хатĕрлекенсем — ĕç паракансем (работотательсем) 50 тата 30 пин тенкĕ компенсаци илеççĕ.
Иртнĕ çул ĕçсĕррисем хăйсем тĕллĕн ĕç вырăнĕсем уçассипе малалла тăрăшрĕç. Çавна май ĕçсĕр тăрса юлнă 80 çын субсиди илме пултарчĕ. Ĕç рынокĕнчи лару-тăру йĕркеленсе пынă май кăçал вĕсен йышне чакарма пăхатпăр, 5 çын таран субсиди илме пултарĕ.
Малашне те эпир 14—18 çулсенчи яш-кĕрĕм çине тимлĕх уйăрăпăр. Вĕсем вăхăтлăх ĕçре тăрăшнă чухне ĕç паракан та унăн ĕçне хаклать, пирĕн центр та ку енĕпе уйăрма пăхнă статьяран 850—1275 тенкĕ укçа парса пулăшать.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)