Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакансисен ярмаркинче

29 ноября 2011 г.

Ноябрĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен пирĕн центрта вакансисен çиччĕмĕш ярмарки иртрĕ. Унта 30 яхăн çын хутшăнчĕ. Пухăннисен умĕнче “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕн ертÿçи И. Козлов “Ĕçсĕр çынсене хăйсене тĕллĕн ĕç вырăнĕ уçма май туса парасси", район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова “Чăваш Енри макроэкономикăри лару-тăру” темăсемпе тухса калаçрĕç. Вакансисен ярмаркине хутшăннисем хăйсене бизнес ĕçне еплерех хатĕрлемелли пирки чылай сĕнÿ илчĕç. Асăннă мероприятире налук хурас ыйтусем — налук хурас тытăма суйласа илесси, пĕтĕмĕшле налук режимĕ, ятарлă налук режимĕсем — уйрăмах тĕп вырăн йышăнчĕç. Вакансисен ярмаркинче çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшу кÿрес ыйтусене çĕклерĕç.


Ĕçсĕр çынсене хăйсене тĕллĕн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май туса пани обществăра экономикăри çирĕплĕхе тытса тăмалли çеç мар, ĕçсĕрлĕхе чакармалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать. Тĕнче практики çакна яр-уççăн кăтартса парать: экономика секторĕн пĕчĕк тата вăтам бизнесĕ кирек епле условисенче те кризиса хирĕç ăнăçлах тăма пултарать.

Ĕçсĕр çын хăй тĕллĕн ĕç вырăнĕ уçма тĕллев лартать пулсан, унăн асăннă программăна хутшăнса бизнес-план хатĕрлемелле. Каярах çав проекта специалистсене хутшăнтарса ятарлă комисси хак парать. Унăн хаклавĕпе ятарлă килĕшÿ туса претендента асăннă программăпа ĕçе пуçлама йышăну кăлараççĕ. Паянхи кун хăй тĕллĕн ĕç вырăнĕ уçма ĕçсĕрлĕх пособине илнине пăхмасăр укçа-тенкĕ хисепĕ 58800 тенкĕпе танлашать. Çав укçапа тĕллевлĕ усă курмалла, бизнес-плана усă курнă çĕре кăна ямалла. Каярах субсиди илнĕ çын кирлĕ документсемпе — пурнăçланă ĕçсен акчĕпе пĕрле отчет тăратать. Пирĕн центр вара налук ĕçченĕсемпе пĕрле бизнес-план епле ĕçе кĕни пирки тăтăшах тĕрĕслевсем ирттерет.

Юлашки виçĕ çул хушшинче асăннă программăпа ĕçе кÿлĕнсе 180 çын предприниматель пулса тăнă, ĕçсĕррисем валли 3 ĕç вырăнĕ уçнă. Вĕсенчен 99 çын мăйракаллă шултра выльăх, сысна, кайăк-кĕшĕк, сурăх, вĕлле хурчĕ, кролик ĕрчетме, ял хуçалăх ĕçĕнче çăмăллăхсем пама, 10-ăн ÿсен-тăран отраслĕнче тăрăшма, 9-ăн атă-пушмак, кĕпе-тумтир юсама тата çĕлеме, 14-ăн столяр-платник, отделка ĕçĕсене пурнăçлама, 6-ăн грузсем, таксипе çынсем турттарма, 4-ăн культурăллă-массăллă, спорт тата кану мероприятийĕсем йĕркелеме тата ку енĕпе çăмăллăхсем пама тытăннă. Компьютер техникине юсас, йăлари хытă çÿп-çапа турттарса тухас, апат-çимĕç таварĕсемпе суту-илÿ тăвас, халăха юридика çăмăллăхĕсем парас тата ытти енсемпе те ĕçлекенсем пур.

2010 çулта хăйсем тĕллĕн ĕç вырăнĕ уçса предприниматель ĕçне кÿлĕннисем 10,5 миллион тенкĕлĕх продукци кăларнă тата çăмăллăхсем панă.

Вакансисен ярмаркине ĕçсĕр тăрса юлнисен пысăк ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вĕсем çак мероприятипе питех те кăмăллă юлчĕç, хăйсене ку таранччен хумхантарнă ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç, чылай сĕнÿ-канаш илчĕç.

Ĕçсĕр тесе регистрациленисенчен 18-шĕ малашне предприниматель ĕçĕпе тăрăшма пулчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ял хуçалăх енĕпе ĕçлеме кăмăл турĕ: мăйракаллă шултра выльăх, сурăх, вĕлле хурчĕсем ĕрчетме. Пулас предпринимательсем çывăх вăхăтрах бизнес-плансем хатĕрлесе тăратма шантарчĕç.

Эпир ку енĕпе малашне те ĕçлесе пыма пулатпăр.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика