Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парасси — уйрăм тĕрĕслевре

03 ноября 2011 г.

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парасси — уйрăм тĕрĕслевре

Патшалăхăн Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен служби харпăрлăхăн мĕн пур формисенчи предприятисемпе, организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çавна пула çулсерен пиншер ĕçсĕр çын ĕç тупать, ĕç паракансем кирлĕ ĕç вăйĕллĕ пулса тăраççĕ. Чăваш Енри çынсене ĕçпе тивĕçтермелли программăна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен асăннă служба пуçлăхĕ Сергей Димитриев каласа парать:

Виçĕ çулта республика правительстви ĕç паракансемпе тата республика çыннисемпе çыхăнса çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Кризис пуçламăшĕнче, темиçе уйăхра, 7 пин ытла çынна ĕçрен хăтарнă. 27 пин ытла çын ĕçлемесĕр ларнă, вĕсем ĕçрен хăтарас хăрушлăхра пулнă.

Халăха ĕç тупса парас енĕпе пулăшмалли тĕллевлĕ ведомство программи пулнă ĕнтĕ. Çапах Правительство унпа çырлахман, васкавлăн Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи йывăрлăха чакармалли кризиса хирĕçле хушма программа йышăннă. Республикăри 424 пин ытла гражданин ку программăпа пăхнă мероприятисене пурнăçлама хутшăннă. Кашни виççĕмĕш çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă. Тĕслĕхрен, эпир обществăлла ĕçсене йĕркелерĕмĕр, квалификацине ÿстермелли, специалистсене хатĕрлемелли тата çĕнĕрен вĕрентмелли формăсемпе усă куртăмăр, предприниматель ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăртăмăр. Патшалăх пулăшăвĕн 20 ытла енне ĕçе кĕртнĕ. Ку тĕллевсем валли 3 миллиард та 300 миллион ытла тенкĕ янă. Бюджет шучĕпе организацисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ ĕçсемшĕн тÿленĕ, харпăрлăхăн мĕн пур формисенчи предприятисенче ĕçлекенсене тата ĕçсĕр граждансене тÿлевсĕр вĕрентнĕ. Предприниматель ĕçĕ-хĕлне пуçарас текен кашни çынах 58800 тенкĕ каялла памалла мар пулăшу илнĕ. Унпа 5608 çын усă курнă. Патшалăх пулăшăвне пула 93 пин ытла çын хăйсен ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварнă тата ĕçрен кăларассинчен хăтăлнă.

2009 çулта программа мероприятийĕсене пурнăçлама 1 миллиард та 230 миллион тенкĕ, пĕлтĕр 1 миллиард та 280 пин тенкĕ янă. Кăçал кризисран тухнă май 800 миллион ытла тенкĕ уйăрма пăхаççĕ. Ку хисепрен 102 миллион тенки хушма укçа Чăваш Республикин Президенчĕпе Михаил Васильевич Игнатьевпа Раççейри ĕçлев службин ертÿçи Юрий Викторович Герций килĕшсе татăлнă тăрăх килнĕ. Хушма укçан пысăк пайĕ ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелемешкĕн каять.

Кăçалхи мероприятисене пурнăçлама бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнин уйрăмлăхĕ — экономикăна кризис хыççăн аталантарасси, çавна май патшалăх пулăшăвĕн енĕсене çĕнетнĕ. Тĕп вырăнта производствăра техникăна çĕнетсе улăштаракан тата модернизацилекен предприяти ĕçченĕсене вĕрентессине йĕркелесси (“Трактор завочĕсем” концерн, Улатăр (“Электроприбор” ОАО) тата Çĕнĕ Шупашкар (“Химпром” ОАО) предприятийĕсем, çавăн пекех Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тата ытти районсен ял хуçалăх предприятийĕсем). Вăрттăнлăх мар, чылай предприятисенче станоксем, оборудовани тата техника тĕппипех улшăннă, совет тапхăрĕнчен çурт корпусĕсем кăна юлнă. Кун пек предприятисене эпир çĕнĕ оборудованипе ĕçлемешкĕн персонала вĕрентме пулăшатпăр, бюджетран вĕренÿ хакне кăна мар, вĕреннĕ çĕре каймалли-килмелли çул укçине тÿлетпĕр, унти пурăнмалли тăкаксене те саплаштаратпăр.

Хĕрарăмсене ачана пăхмалли отпускра чухне квалификацине ÿстерме пулăшасси — ĕçĕн çĕнĕ енĕ. Декретлă отпускри 3 çул хушшинче ĕçре чылай улшăнусем пулма пултараççĕ. Декретлă отпускри çамрăк амăшĕсен пĕлĕвĕсем ĕçлекеннисенчен ÿксе ан юлччăр тесе вĕсем каярахпа ĕçлес текен специальноçпе вĕренме сĕнетпĕр.1000 хĕрарăма яхăн хăйсен квалификацине ÿстернĕ те ĕнтĕ.Ку кăтартупа Чăваш Ен Раççейре 5-мĕш вырăнта. Патшалăхăн ку пулăшăвне çитес çул та тăсма палăртнă. Хăйсен пĕлĕвĕсене çитес çул бюджет шучĕпе ÿстерес текен хĕрарăмсем паянах пурăннă тăрăх халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма пултараççĕ, эпир вĕсене шута илетпĕр.

Виççĕмĕш ен — инвалидсене, инвалид ачасене пăхса усракан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ĕçе вырнаçма пулăшасси.

Чăваш Республикин Президенчĕ ку ыйтăва куллен тĕрĕслесе тăрать. Эпир республикăри 400 ытла çынна ĕçе вырнаçма пулăшрăмăр (ку кăтартупа Чăваш ен Раççей Федерацийĕнче 4-мĕш вырăнта). Çулталăк вĕçлениччен 500 яхăна гражданина ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Хăйсем патĕнче ĕç паракансене ĕç вырăнне йĕркелеме 50 пин тенкĕ чухлĕ пулăшу параççĕ.

Патшалăхăн Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен служби йышăннă мерăсем çакна тума май пачĕç:

— 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14478 ĕçсĕр çын пулнă, 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 9570 çын юлнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,4 % (çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 2,1% пулнă). Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,3 % е унран та пĕчĕкрех пуласса шанатпăр;

— пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕхе 6,6 % çити чакарнă (Раççей Федерацийĕнче — 6,2 %), çав вăхăтрах Чăваш Республикинче ĕçсĕрлĕх шайĕн чакассин хăвăртлăхĕ Раççей Федерацийĕнчинчен 2 хут пысăкрах. Танлаштарма: Евросоюзра ĕçсĕрлĕх шайĕ 9,5 % (пĕлтĕрхи ку кăтарту кăшт пысăкрах — 9,6%).

Экономикăра производство çĕнелет. Ĕç рынокĕнче лару-тăру лайăхланать. Ку условисенче ĕç вăйĕ профессипе квалификаци тĕлĕшпе юлса пыни тата уйрăм граждансен конкурентлăхĕ пĕчĕк пулни тĕп ыйтусем пулса юлаççĕ.

Вĕсем ĕçсĕр граждансене, уйрăмах хушма социаллă пулăшу ыйтакансене, çавăн пекех производствăна улăштаракан тата модернизацилекен предприятисен ĕçченĕсене професси тĕлĕшпе хатĕрлесен татăлаççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика