15 июля 2011 г.
Вакансиллĕ ĕç вырăнĕсен черетлĕ ярмаркки утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕнче иртрĕ. Унта уçă йышши “Магнит” акционер пĕрлешĕвĕн Красноармейски ялĕнчи лавккасен сетĕнче ĕçлес текенсене конкурспа суйласа илчĕç.
Уçă йышши “Магнит” акционер пĕрлешÿ сечĕ Раççей территорийĕнчи лавккасен шучĕпе чи пысăк хуçа пулса тăрать. Вакансисен ярмарккинче, тĕпрен илсен, сутуçă, товаровед тата лавкка директорĕ пулса ĕçе вырнаçма хатĕр граждансен тĕп шухăшне (резюме) пăхса тухрĕç. Калаçăва çÿлерех асăннă специальноçсемпе 11 вакансине 30 ытла çын килчĕ. Унта шута илнĕ ĕçсĕррисемпе пĕрлех ĕç шыракан граждансем те пулчĕç. Калаçу кăтартăвĕсемпе пур вакансине те ĕçсĕр граждансем йышăнасса шанас килет.
Лавкка персоналне ĕçе илес ыйтăва паянах татса параççĕ, мĕншĕн тесен ăна август уйăхĕнче уçма палăртаççĕ.
Ĕç паракансем ĕçпе тивĕçтерекен центра мероприятисене лайăх хатĕрленсе йĕркеленĕшĕн тав тăваççĕ тата унпа малашне те çыхăнса ĕçлеме хатĕррине палăртаççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)