21 июня 2011 г.
“Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр” патшалăх учрежденийĕ нумай ачаллă амăшĕсем валли 5 ĕç вырăнĕ хатĕрлет.
Ĕçсĕр тăрса юлнă, уйрăмах нумай ачаллă ача амăшĕсене, ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та уйрăм ĕç туса ирттерет. Ку енĕпе Чăваш Енре республикăри тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Çавна май ку тапхăрта нумай ачаллă амăшĕсем валли 5 ĕç вырăнĕ хатĕрлеме пăхатпăр. Паянхи куна пирĕн центр Трак енри предприятисемпе 3 килĕшÿ турĕ, ун тăрăх хамăр тăрăхра çĕнĕрен 5 ĕç вырăнĕ уçăлмалла. Хальлĕхе нумай ачаллă 2 амăшне ятарлă ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Çапла май асăннă категорири çынсем валли “Красное Сормовора” тата хамăр райпора çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем дояркăра тата сутуçăра ĕçлеме тытăннă.
Асăннă мероприятипе килĕшÿллĕн инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме ĕç параканăн тăкакĕсем саплашăнаççĕ, нумай ачаллă амăшне валли кулленхи пĕр ĕç вырăнĕ йĕркелеме, вăл шутра килте те, 50 пин тенке яхăн уйăраççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)