17 июня 2011 г.
"Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" патшалăх учрежденийĕ килте виçĕ çула çитмен ачасене пăхса ларакан хĕрарăмсене, ача амăшĕсем каялла ĕç-хĕле таврăнма палăртаççĕ пулсан, вĕсен профессилле вĕрентĕвне йĕркелеме палăртать.
Трак тăрăхĕнче те виçĕ çула çитичченхи пепкисемпе отпускра ларакан, 2011 çулта производствăна тухма, активлă ĕç-хĕле тытăнма палăртакан хĕрарăмсем сахал мар. Çавна май пирĕн центр 2011 çулта Чăваш Енте ĕç рынокĕнчи çăмăл мар лару-тăрăва йĕркелештерес тĕлĕшпе республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çак категорири çынсене профессилле вĕрентÿ витĕр тухма май туса парать.
Асăннă программăн тĕллевĕ — пĕчĕк пепкеллĕ ача амăшĕсен профессипе квалификаци шайне ÿстерсе ĕç рынокĕнче конкуренцие хутшăнма пулăшасси. Çамрăк хĕрарăмсене асăннă программăна хутшăнни çĕнĕ ĕç вырăнĕнче тытăнса тăма тата хальтерех илнĕ çĕнĕ пĕлÿпе малтанхи производствăна таврăнма çĕнĕ çул-йĕр уçаççĕ.
Професси вĕрентĕвне тÿлевсĕр параççĕ. Пĕлÿ илнĕ вăхăтра хĕрарăма ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ стипенди тÿлеççĕ. Çавна валли федераципе республика бюджечĕсенче çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
Професси вĕрентĕвне хĕрарăм пурăнакан е республикăри урăх районпа хулари вĕрентÿ учрежденийĕсен вĕренÿпе производство, вĕрентĕве йĕркелеме тивĕçлĕ лицензи пур организацисен никĕсĕ çинче туса пыраççĕ. Вĕрентĕвĕн тапхăрĕ — виçĕ уйăха яхăн.
Ытти вырăна вĕренме кайма направление хĕрарăм ирĕкĕпе çеç параççĕ. Кун пек чухне тăкаксене саплаштараççĕ: вăл вырăна çитме тата каялла килме пулакан тăкаксемшĕн укçа-тенкĕ тÿлеççĕ; урăх вырăнта вĕреннĕ чухне пурăннăшăн (талăкра 550 тенкĕрен ытла мар); суточнăй укçа (талăкра 100 тенкĕ); медицина тĕрĕслевĕ (медицина тĕрĕслевне ыйтакан профессине вĕреннĕ чухне).
Професси вĕрентĕвĕ витĕр тухас текен хĕрарăмсен хăй малтан ĕçленĕ предприятин, организацин кадрсен пайне е"Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" патшалăх учрежденине пымалла (тел. 2-24-24, 2-17-39).
2011 çулта Трак енре производствăна ĕçе тухма палăртакан, пепки виçĕ çула çитмен 20 хĕрарăма професси вĕрентĕвĕ илме яма пăхаççĕ. Çавна валли тĕрлĕ шайри бюджетран 513, 5 пин тенкĕ уйăраççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)