31 мая 2011 г.
Ĕçлев службине йĕркеленĕренпе кăçалхи ака уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. Этемлĕх историйĕпе танлаштарас тăк мĕлтлетсе иртнĕ самант кăна тейĕн, уйрăм çын ĕмĕрне кура хаклас пулсан вара - самай пысăк тапхăр. Кĕске хушăрах унăн тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Çакна Красноармейскисен тĕслĕхĕпе те аван çирĕплетме май килет.
Ырлăх çÿлтен тăкăнмасть
Ĕçпе тивĕçтерекен центр çĕр-шывăмăр экономики хăйĕн çул-йĕрне тĕпрен улăштарнă вăхăтра йĕркеленме тытăннă. Юлия Молокина ертсе пынипе унăн специалисчĕсем самана саккăрла çаптарнипе пурнăç тĕллевне çухатса тата ĕçсĕр юлса йывăрлăха лекнĕ çĕр-çĕр ентеше хÿтлĕхпе, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме пикеннĕ: вырăн шыранă, социаллă тÿлевсемпе пособисем панă, сĕнÿ-канашпа пулăшнă.
Çăмăл мар тиеве каярахпа Надежда Иванова кÿлĕннĕ. Пулăшу кĕтекенсене тата асăннă службăра вăй хуракансене меллĕ те хăтлă пултăр тесе пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшнă вăл, компьютерсем, кăткăс ытти оборудовани вырнаçтарнă. Паян кунта саккăрăн вăй хураççĕ, вĕсенчен 6-шĕ çынсене ĕçлĕ тума тÿрремĕнех хутшăнать.
2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен центра ертсе пыма Иван Козлова шаннă. Иван Михайлович ку тытăмра çĕнĕ çын мар, вăл специалистран директора çити çĕкленнĕ. Ăста та пултаруллăскер халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх тытса пыракан политикăна пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрать, специалистсенчен те çавнах ыйтать. Вăл хăй пекех ăста маттурсене пĕр йыша чăмăртама пултарнă.
Марина Уткина тĕп бухгалтер служба йĕркеленнĕренпех кунта вăй хурать, центрăн финанспа хуçалăх ĕç-хĕлĕн учетне, тĕрлĕ программа валли федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçапа тĕллевлĕ усă курассине йĕркелесе тăрать. Ертсе пыракан инспектор Надежда Вишнеева ĕçсĕрсене професси тата социаллă ориентаци, психологи пулăшăвĕ парассишĕн 1999 çултанпа ĕçлет.
Çамрăксем аслă юлташĕсенчен вĕренсе пыраççĕ. Ертсе пыракан инспекторсем Игорь Ивановпа Татьяна Яковлева центра 2-3 çул каялла килнĕ пулин те чăн-чăн ăста. Луиза Сергеева туслă йыша кăçалхи нарăс уйăхĕнче кăна хушăннă-ха, ăнтăлăвĕ вара иксĕлми. Директор йĕркелĕхпе тасалăха тытса тăракан Валентина Петровăна, Игорь Григорьев водителе те ырăпа палăртать, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешессинче вĕсен тÿпи сумлине асăнать: хăтлă çĕрте граждансене йышăнма, транспорт юсавлипе чылай ыйтăва çийĕнчех татса пама меллĕ.
“Асăннă тапхăрта пирĕн служба аталанăвăн çăмăл мар сукмакне такăрларĕ, çĕр-çĕр çынна пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, çĕнĕ профессие хăнăхма, предпринимательлĕхе кÿлĕнме пулăшрĕ,- тет Иван Михайлович.- Çак çул-йĕре малашне те тивĕçлипе тытса пырăпăр.”
Красноармейскисен çитĕнĕвĕсем чăннипех курăмлă, ĕçсĕрлĕх шайĕ чакса пырать, тĕллевлĕ программăсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ. Пултарулăхра та палăраççĕ Трак тăрăхĕн хастарĕсем. Патшалăхăн ĕçлев службине йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа республикăра ирттернĕ “Халăх ĕçлевĕн службине халалланă чи лайăх проза тата сăвă произведенийĕсем” конкурсра районсенчи центрсен хушшинче вĕсем - “Центр - 20 çулта”, Иван Козлов директор “Чи лайăх проза произведенийĕ” номинацисенче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă, дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса
Ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа Чăваш Ен ертÿçисем интересленсех тăраççĕ. Унăн çивĕчлĕхне сирес, ĕçсĕрлĕх шайне чакарас, инноваци çулĕ çине тăнă май ресурссемпе тухăçлă усă курас енĕпе ытти чухнехи пекех 2011 çул валли те хушма мероприятисем ирттермелли тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн Красноармейскисен 120 çынна ĕçлĕ тумалла, çакна пурнăçламашкăн 4,87 млн тенкĕ тăкакламалла. Ĕçсĕрсене пулăшмашкăн йĕркелемелли мероприятисен шутĕнче çаксем:
2010-2011 çулсенче вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 14 каччăпа хĕре хăнăху илмешкĕн стажировкăна ямалла. Вĕсен çумне диплом илнĕ çамрăк профессийĕпе предприятире вăй хуракан 4 наставника çирĕплетмелле. Çакна пурнăçа кĕртсе пыраççĕ: пилĕк уйăхра 3 çамрăк валли стажировка йĕркеленĕ ĕнтĕ, вĕсене пулăшмашкăн 1 наставник уйăрнă.
9 инвалид валли ятарлă вырăн хатĕрлемелле, сусăр ачасен, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 5-шне ĕçлĕ тумалла. Вĕсене вырнаçтарма “Колос”, “Красноармейски сельхозтехники” ОООсемпе, “Нива” ЯХПКпа, райпопа, “Красноармейскинчи бизнеса аталантармалли центр” АНОпа Килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Вĕсенче электрик, вахтер, çĕвĕç, кладовщик, делопроизводитель кирлĕ. Унсăр пуçне асăннă хуçалăхсене сусăрсем валли ятарлă вырăн йĕркелемешкĕн кашни çыншăн 50-шар пин тенкĕ уйăрса параççĕ.
Паянхи кун тĕлне йышлă ачаллă амăшĕсенчен пĕрне “Красное Сормово” ОООна дояркăна, теприне райпона сутуçăна йышăннă ĕнтĕ.
Харпăр хăй бизнесне уçас тĕллевлĕ 53 ĕçсĕр гражданина субсидипе пулăшмалла. Çавна май асăннă категорие кĕрекенсене тĕрлĕ мероприятие йыхравлаççĕ. Нумаях пулмасть “Конкуренцире тупăшма пултаракан ĕç йĕркеле” семинара учетра тăракан 10 çын пухăнчĕ. Чылайăшĕ хăйĕн бизнесне ял хуçалăхĕпе, строительствăпа çыхăнтарма шухăшлать. Ку енĕпе те тĕллевсене пурнăçлама пикеннĕ - 40 çын предпринимательлĕхе кÿлĕнмешкĕн патшалăх субсидийĕ илнĕ.
Ачана 3 çул тултариччен пăхма отпуска тухнă хĕрарăмсене - тăван коллектива кăçал таврăнас шухăшлă 20 амăшне профессие вĕрентме палăртнă: 12-шне малтанхи вырăнах, 8-не тепĕр организацие яма тĕв тунă. Ĕç параканпа килĕшÿ туманнисене професси илнĕ вăхăтра саккунпа килĕшÿллĕн 4330 тенкĕ стипенди тÿлеççĕ.
Районти предприяти-организацире тĕп ĕçрен хăтарма палăртакан 15 çынна профессие маларах вĕрентмелле е квалификацие ÿстерме май туса памалла. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ 13 гражданина специальноç илме янă ĕнтĕ.
Кăçал центр служби сусăрсене, ачапа отпускра ларакан хĕрарăмсене хÿтĕлессине приоритетлă задачăсенчен пĕри тесе шухăшлать. Çавăнпа ĕçе вырнаçас текен инвалидсемпе çамрăк амăшĕсене те, вĕсене йышăнас тĕллевлисене те тивĕçлĕ консультаци илме центра пыма сĕнеççĕ. Вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ çамрăк специалистсене те стажировкăна каяс ыйтупа унăн специалисчĕсем хăйсем патне йыхравлаççĕ.
Хÿтлĕхе кашниех туять
Тĕллевсем чăннипех пысăк, апла пулин те вĕсем пурнăçа кĕресси иккĕлентермест. Çакна кăçалхи 5 уйăх кăтартăвĕсем аван çирĕплетеççĕ.
Кăрлач-çу уйăхĕсенче центра ĕç шыраса 322-ĕн /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 514/ пынă. Вĕсенчен 38,9% - хăйсен ирĕкĕпе е икĕ енлĕ килĕшÿ туса, 4,2% - организацие хупнипе е йыша чакарнипе тухса кайнă, 8,4% - социаллă хÿтлĕх кĕтекенсем /нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ е пĕччен амăшĕ, инвалидсем, тĕрмерен тухнисем, хĕсметрен таврăннисем/.
Служба органĕ пулăшасса кĕтекенсен 50,5% - хĕрарăмсем, 36% - 16-29 çулсенчи çамрăксем.
Çулталăк пуçланнăранпа 208 граждана ĕçсĕр тесе йышăннă /пĕтĕм йышăн 64,6%/.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 142 çын тăнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕн 1,5 проценчĕпе танлашнă.
Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче 218 çынна вырăн тупса панă. Çав шутра: ĕç паракан сĕннĕ вакансипе 119-шне янă, общество ĕçне 47-ĕн кайнă, вырнаçма кансĕр 3 гражданина вăхăтлăх йышăннă, 14-18 çулсенчи 96 çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлĕ тунă, Раççейĕн ытти регионĕнче 7-не вырнаçтарнă.
Професси илме, тепĕр специальноçа хăнăхма тата квалификацие ÿстерме 20 çын кайнă. Отчетлă тапхăрта 23-ĕн вĕренĕве вĕçленĕ. Профориентаци пулăшăвне 300-ĕн /41,5% - профинформаци, 51,5% - профконсультаци, 6,8% - вĕренме ямашкăн суйланă/ тивĕçнĕ.
Центр хастарĕсем ытти çулсенчи пекех кăçал та тĕллевсене чыслăн пурнăçлассишĕн çине тăраççĕ. Пĕрлехи вăйпа - Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине ертсе пыракансем, район пуçлăхĕсем пулăшнипе тата социаллă партнерсемпе тытакан çыхăнусем çирĕпленсе пынипе ĕçсĕр ентешсене хÿтлĕхпе пур енлĕн тивĕçтермешкĕн вĕсем хăйсен сумлă тÿпине хываççех.
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/32/10828/index.php?id=s311222371817