Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакансисен ярмаркине йĕркелесси

29 марта 2011 г.

Мĕн вăл вакансисен ярмарки? Ĕçсĕр тăрса юлнă, хальтерех çеç пирĕн пата учета килсе тăнисенчен, пуçламăш, вăтам тата профессиллĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисенчен чылайăшĕ ун пирки пĕлсех каймасть.


Вакансисен ярмаркисем — ĕçпе тивĕçтерекен центрсем йĕркелекен ятарлă мероприяисем. Çавăн йышши ярмаркăсене ĕç паракансене (работодательсене) анлăн явăçтарса вĕсен вакантлă ĕç вырăнĕсем пурри пирки туллин хыпарлас, ĕç шыракансене хăйсене кăмăла каякан професси тупма пулăшас, çавăн пекех тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнисене, ĕçлемен яш-кĕрĕме малашнехи кун-çулĕнче ĕç суйласа илме практикăлла пулăшу кÿрес тĕлĕшпе ирттеретпĕр те.

Вакансисен ярмаркисем тата пирĕн центр йĕркелекен массăллă çакăн евĕр ытти мероприятисем ĕç паракансемпе тытакан çыхăнусене малалла çирĕплетме тата ĕçсĕр тăрса юлнă, пирĕн патра учетра тăракан çынсене ĕç тупма май туса параççĕ. Ярмаркăсем ĕç паракансен, вĕренÿ заведенийĕсен тата ĕç шыракансен е çĕнĕ професси илме кăмăл тăвакансен интересĕсене пĕрлештереççĕ.

Ярмаркăн тĕп тĕллевĕ —ĕç шыракансене сĕнекен вакансисен списокĕпе туллин паллаштарасси; ĕç рынокĕнчи лару-тăру, ĕç вăйĕ ыйтакан предприятисем çинчен тĕплĕн каласа кăтартасси; ĕçе вырнаçмалли мелсем, ирĕклĕ ĕç тата вĕренÿ мелĕсен никĕсĕ çинче çĕнĕ професси туянасси.

Ярмаркăн тĕп задачисем:

— ĕç паракансене ярмаркăна килнĕ ĕçсĕр граждансенчен хăйсене кирлĕ кадрсене суйласа илме май туса парасси, вĕсен хăйсем вакансийĕсем пирки туллин пĕлтересси;

— ĕçсĕр тата ĕç шыракан граждансене ĕç паракансемпе тĕл пулма тата калаçу йĕркелеме, ĕçе вырнаçас ыйтăва оперативлă татса пама май туса парасси;

— ĕç паракансене хăйсен предприятийĕ (организацийĕ) валли кадрсене вĕрентсе хатĕрлес тата хушма професси илес çĕрте витĕмлĕ пулăшу кÿресси;

— ĕç паракансене претендентсене суйласа илнĕ чухне квалификациллĕ профориентаци çăмăллăхĕсем парасси;

— граждансене ĕçсĕрлĕх, йĕркелÿпе право, психологи, профориентаци, хушма професси илес, ĕç шырас, ĕç рынокĕнчи ыйтусемпе консультацисем парасси;

— вăтам пĕлÿ, пуçламăш тата профессиллĕ пĕлÿ илнĕ, ĕçлемен яш-кĕрĕме ĕç рынокĕнче ыйтакан профессисем çинчен информаци парасси, кăмăла каякан профессине суйласа илме пулăшу кÿресси.

Ярмаркăна ертÿçĕсем, предприятисемпе организацисен кадрсен службисен специалисчĕсем, аслă, вăтам тата пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем, ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем, асăннă мероприятине ирттерессишĕн ĕç тăвакан власть органĕн яваплă çыннисем хутшăнаççĕ.

Ярмаркăсем тĕрлĕ енлĕ иртеççĕ: район-хула шайĕнче, тĕллевлисем, ятарлисем тата ыт. те. Районсене, вырăнсене тухса ирттернĕ ярмаркăсем, вакансисен мини-ярмаркисем кадрсен ыйтăвне татса панă çĕрте кирлĕ специалистсене, хальтерех вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнисене, пултаруллă çамрăксене (вăл шутра инвалидсене те) тупма май параççĕ.

Ярмаркăсен тематики те тĕрлĕрен. Ĕç тата вĕренÿ вырăнĕсен, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсен вакансийĕсен, обществăлла ĕçсен, социаллă хÿтлĕх ыйтакан ĕçсĕррисен, ĕç шыранă чухне йывăрлăх тÿсекеннисен, çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарма йĕркелекен, инвалидсем валли ĕç тата вĕренÿ вырăнĕсемлĕ ярмаркăсем, строитель профессийĕпе, хĕрарăмсен профессийĕпе мини-ярмаркăсем тата ыт. те.

Ĕç параканăн вакансисен ярмаркине хутшăнас тесен ĕçпе тивĕçтерекен центра заявкăпа тухмалла.

Вакансисен тата ĕç вырăнĕсен ярмарки — ĕçпе тивĕçтерекен центр йĕркелекен тĕп мероприяти. Вăл ĕçсĕрлĕх шайне чакарма, ĕç параканпа калаçу пуçарса юрăхлă ĕç тупма, ĕç паракана вара тивĕçлĕ кадрсем суйласа илме май туса парать.

Вакансисен ярмаркин тĕллевĕ — ĕçсĕрлĕх шайне чакарасси!

Хисеплĕ ĕç паракансем! Ĕçпе тивĕçтерекен центр сире вакансисен ярмаркине хутшăнма чĕнет, эсир ăна тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшасса шанать. Эсир унта хутшăнса:

— хăвăр сĕннĕ ирĕклĕ ĕç вырăнĕсемпе должноçсем вырăнне йышăнма хатĕр предендентсемпе тĕл пулатăр тата сăмах пуçаратăр;

— хăвăрăн шухăш-кăмăлăрсене тĕпе хурса кадрсем суйласа илетĕр;

— дефицитлă вакансисем пулсан пулас кандидатсене конкурс никĕсĕ çинче суйласа илетĕр;

— килĕшнĕ формăпа хăвăрăн предприятин презентацине йĕркелетĕр;

— ĕçсĕрлĕхĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе квалификаци консультацийĕсем илетĕр;

— ĕçпе тивĕçтерекен центрпа хăвăра интереслентерекен аспектсемпе çыхăну йĕркелеме пултаратăр.

Такăр çул пултăр!

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика