Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи тĕллевсем çакăн пек

25 февраля 2011 г.

Асрах-ха 2008 çул. Ун чухне, пĕтĕмĕшле илсен, ĕç рынокне те финанс тата экономика кризисĕ ярса илчĕ. Çак пулăм Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕсенче палăрчĕ.


Çак пулăмсене Чăваш Ен Правительстви вăхăтра туйса илчĕ, çынсене хăйсене килĕшекен ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелештерес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕ, вĕсене вăхăтра пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Çавна май Трак енре те асăннă йышăнусем организацисемпе предприятисенче ертсе пыракан кадрсемпе специалистсене сыхласа хăварма, ĕçченсене тĕп ĕçрен хăтарассинчен сыхласа хăварма, ĕç рынокĕнче тата обществăра, пĕтĕмĕшле илсен, лару-тăрăва йĕркелештерме май туса пачĕ. Эпĕ çакна хам енчен питех те ырлатăп.

Пирĕн центр иртсе кайнă çул Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи йывăрлăха чакарас тĕлĕшпе 2010 çул тата Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе 2007 —2010 çулсем валли туса хатĕрленĕ ведомствăлла тĕллевлĕ программăсене ĕçе кĕртес енĕпе ĕçлесе пычĕ. Çавна валли 13 миллион тенкĕ пĕтернĕ.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва Чăваш Ен Президенчĕ М. Игнатьев хăй тĕрĕслесе тăрать. Çакна Михаил Васильевич Чăваш Республикин 2011 çул валли ЧР Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче палăртнă. "Çынсене ĕç тата тивĕçлĕ ĕç укçи кирлĕ. Республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ федерацин Атăл çи округĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулса юлать, экономикăра вăй хуракан çынсем тĕлĕшпе илсен 2,06 процент. Çакă 14 пин çын ытла. Унсăр пуçне ĕç укçи енĕпе пухăннă парăмсен калăпăшĕ те пысăк шайра тăрать", тенĕ унта.

Çавăнпа та ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелештерес, инновациллĕ çул-йĕре куçнă тапхăрта ĕç рессурсĕсене тухăçлă усă курас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Правительстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелештерес енĕпе 2011 çул валли хушма тĕллевлĕ мероприятисем палăртрĕ. Çавна май эпир паян çак тĕллевпе вăй хуратпăр та.

2011 çулта асăннă Программăна пурнăçлама 4,87 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çакăнта пирĕн 120 çынна явăçтармалла.

Кăçал ĕç çухатнă тата ĕçсĕр тăрса юлнă районти çынсене пулăшу кÿрес тĕллевпе хушма 6 мероприяти палăртнă. Вĕсем çаксем.

Тĕп ĕçрен хăтарма палăртакан çынсене маларах профессилле çĕнĕ ĕç сĕнесси (вĕрентесси). Çак мероприятине Трак енри икĕ предприяти хутшăнасса палăртатпăр. Вĕсенче тулли мар ĕç кунĕ е кадрсен йышне кĕскетесси пулма пултарать. Çав тапхăрта предприятисенчи 15 çын тÿлевсĕр пĕлĕве е квалификацие ÿстермелли курссенче пулма пултарать. Ăна валли субсиди мелĕпе федераци бюджетĕнчен 160 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Виçĕ çула çитичченхи ачана пăхса ларакан амăшне, кăçал хăйĕн ĕç вырăнне тухма палăртакана, профессилле вĕрентÿ йĕркелеме. Çавна май эпир кăçал ку енĕпе 20 хĕрарăма вĕрентсе хатĕрлеме палăртатпăр. Вĕсенчен 12-шне малтанхи ĕç вырăннех, 8-шне урăх организацисене ĕçе вырнаçтарма пăхатпăр. Ĕç параканпа килĕшÿ туман хĕрарăмсене профессилле вĕренÿ тапхăрĕнче Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн 4330 тенкĕ тÿлетпĕр. Çак стипендие республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. Асăннă мероприятине ирттерме 510 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Эпир тата тепĕр мероприяти палăртатпăр. Вăл "Ĕçсĕр çынсене хăйсене тĕллĕн ĕç вырăнĕ уçма тĕллев туса парасси" ятлă. Çакăнта 53 çын хутшăнмалла. Ăна валли федераци бюджетĕнчен субсиди майлă 3,1 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Кунсăр пуçне хăйсен бизнес-проекчĕсене ĕçе кĕртме кашнине 58,8 пин тенкĕ параççĕ.

Тата пирĕн "Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас" (9 çын), "Инвалид-ачасене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ĕçе вырнаçтарас" (5 çын) программăсем ĕçлеççĕ. Çакна валли федераци бюджетĕнчен 700 пин тенкĕ уйăрнă.

Çакна палăртма кăмăллă, кăçал иртсе кайнă çул евĕрех, "Вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнисем валли опыт илес тĕлĕшпе стажировка" йĕркелеççĕ. Çакăнта тĕрлĕ шайри 14 каччăпа хĕре (вĕсем ĕç шырас тĕллевлине кура) яма палăртатпăр. Вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕнче 4 наставник пулăшĕ. Çак мероприятие ăнăçлă пурнăçа кĕртме 370 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Асăннă укçана федераци бюджетĕнчен уйăрса хунă. Çак ĕçре районти мĕн пур хуçалăхсем хутшăнма тивĕç. Çавăнпа та районти предприятисемпе организацисен паянах пирĕнпе çыхăнмалла. Çакă вăл Трак енри ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма май парĕ те.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика