14 декабря 2010 г.
“Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин “Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕ хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕ формăсем шырать. Вĕсенчен пĕри — ĕçсĕр тесе регистрациленисене обществăлла ĕçпе тивĕçтерни.
Обществăлла ĕç вăл — ĕçсĕр тăрса юлнă, ĕç шыракан çынсене хушма социаллă хÿтлĕх парас тĕлĕшпе учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе килĕшÿсем туса вăхăтлăх ĕç тупса пани. Пирĕн патшалăх учрежденийĕ шăпах ĕçсĕррисене тÿлевлĕ обществăлла ĕç тупса парас тĕлĕшпе ĕçлесе пырать те.
Обществăлла ĕçе йĕркелесси Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин 2007 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче çирĕплетнĕ хушăвĕпе тÿлевлĕ обществăлла ĕç ирттерессипе паракан патшалăх пулăшăвĕн Административлă регламенчĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.
Патшалăх çăмăллăхĕсем илекенсен шутĕнче ĕçпе тивĕçтерекен службăра тăракансем тата ĕçсĕр граждансем шутланаççĕ. Вăхăтлăх ĕçе килĕшекен çынпа ĕç паракан обществăлла ĕçе пурнăçлама вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕ тăвать. Çаксем чи малтан патшалăх пулăшăвĕ илме тивĕç: — ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илмен çынсем; — ĕçпе тивĕçтерекен центрта ултă уйăх ытла учетра тăракансем. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕç шыратăп тесе учетра тăракан граждансен те обществăлла ĕçе хутшăнма ирĕк пур. Çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă чухне унăн сывлăхне, вăл миçе çултине, ĕç-хĕлне, ытти енĕсене шута илетпĕр. Енчен те ĕçсĕр çын яланлăх е вăхăтлăх ĕçе вырнаçать пулсан унăн обществăлла ĕçĕнчи сроклă килĕшĕвне пăрахăçлатпăр. Обществăлла ĕçсем сире хушма укçа кÿреççĕ. Çав ĕçе хут-шăннă çынсене ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн пурнăçланă ĕçшĕн тÿлемелли саккунĕпе килĕшÿллĕн тÿлеççĕ, анчах та унăн суммийĕ ĕçшĕн тÿлекен чи пĕчĕк виçерен пĕчĕк мар.
2010 çулта ĕçсĕррисене обществăлла ĕçе вырнаçтарма федераллă бюджетран субвенци евĕр 258400 тенкĕ пăхса хăварнă. Ку енĕпе çулталăк хушшинче 146 çынна ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Паянхи куна пирĕн районти 27 организаципе килĕшÿсем тунă. Çулталăк пуçламăшĕнчен çак килĕшÿсем тăрăх 148 çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă.
Енчен те эсир ĕç тупма пултараймастăр, сирĕн çемье укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх тÿсет пулсан, сирĕн ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса укçа тÿлекен обществăлла ĕçе вырнаçмалла.
Ноябрь уйăхĕнче пирĕн патшалăх учрежденийĕ урлă 17 çын обществăлла ĕçе вырнаçрĕ. Вĕсенчен 10-шĕ Красноармейски ял тăрăхĕнче тăрăшать. Мăн Шетмĕпе Алманчра 2-шер, Кĕçĕн Шетмĕпе Чатукасси тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсенче пĕрер çын ĕçлеççĕ. Вĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн территорийĕнче юр тасатаççĕ. Çав вăхăтрах ĕç хучĕсене йĕркелештерекенсем, хуралçăсем, техслужащисем тата ыттисем те пур.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)