Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бухгалтерсем вĕренеççĕ

10 декабря 2010 г.

Бухгалтерсем вĕренеççĕ

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Çĕнĕ программăсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Бухгалтер ĕçĕнче те çаплах. Вĕсене алла çирĕп илмесĕр вара паян ял хуçалăх предприятийĕсенче тытăнса юлăп тесе ĕмĕтленме йывăртарах.


Çавăнпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр Трак енре вĕренÿ курсĕ йĕркелерĕ. Ĕç рынокĕнчи кăткăс лару-тăру çивĕчлĕхне чакарас тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ программăпа килĕшÿллĕн вăл районти бизнес-инкубаторта уçăлчĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен бухгалтерĕсем — пурĕ вĕсем вун иккĕн — 1 с. Бухгалтерия 8.1 программăна вĕренме пуçларĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр начальникĕ И. М. Козлов пĕлтернĕ тăрăх шут ĕçченĕсем ĕçрен уйрăлмасăр пĕлÿ пухаççĕ. Вĕреннĕшĕн вĕсем укçа тÿлемеççĕ.

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн Канашри “Аспект” вĕрентÿпе методика центрĕнчи Нина Семеновна Носкова преподаватель бухгалтерсене 60 сехетлĕ программăпа хуçалăх ĕçне çĕнĕлле шута илме вĕрентет.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика