Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакансисен ярмаркки юратнă ĕç тупма пулăшать

12 ноября 2010 г.

Юлашки çулсенче çĕр-шывра, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та ĕçсĕр çынсен йышĕ ÿсни сисĕнет. Çакăн сăлтавĕ предприятисемпе пĕрлешÿсем, организацисемпе учрежденисем хăйсен штатне чакарни. Ĕçрен хăтарнă çынсем йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Ирĕксĕрех вĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра çул тытаççĕ, кунта ĕçсĕр тесе учета тăраççĕ. Пирĕн служба вара вĕсене пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, уйрăм предпринимательсемпе çыхăнать, вĕсенче пушă ĕç вырăнĕсем — ваканси — пурри пирки ыйтса пĕлет. Ĕç вырăнĕсем пурри çинчен пĕлсен вакансисен ярмарккисене ирттерет. Унта хутшăнма хамăр центрта ĕçсĕр тесе учетра тăракан çынсене чĕнетпĕр.


Кăçалхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕн патра çакнашкал мероприяти пулса иртрĕ те. Ку хутĕнче вакансисен ярмарккине ĕçсĕр тăрса юлнă15 çынпа ĕç паракан пĕр предприниматель — регионти "Партнер" компани представителĕ В. Тишкин — хутшăнчĕç. Вăл компанине 15 токарь, 20 слесарь тата тĕрлĕ ĕçсем тума пултаракан тепĕр 15 çын кирлĕ тесе пĕлтернĕ. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче унта пынисенчен 5-шĕ ĕçе кайма направлени илчĕ. "Партнер" пĕрлешÿ представителĕ кун пек ярмарккăна хăй пуçласа хутшăннине тата унпа вăл кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ. Кунпа пĕрлех çак мероприяти усăллă пулнине палăртрĕ.

Аяларахра вакансисен ярмарккисенче ĕç шырассин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаратпăр.

Вакансисен ярмарккисене мĕншĕн хутшăнмалла-ха? Пĕрремĕшĕнчен — унта эсир вакансисем тăратнă пур ĕç паракансене те хăвăр тĕп шухăша пĕлтерме пултаратăр. Иккĕмĕшĕнчен — сирĕн ĕç паракан представительсемпе тата персоналпа ĕçлекен менеджерсемпе хăвăрăн тÿрех паллашма май пулать. Виççĕмĕшĕнчен — эсир сотрудниксем пухмалли программăсем, предприятисенче стажировка ирттермелли çинчен тата ĕç паракансем ĕç шыракансенчен мĕн ыйтнине пĕлме пултаратăр. Тăваттăмĕшĕнчен — эсир республикăри, районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки хыпар илме, хăш профессисем ытларах кирлине пĕлме пултаратăр.

Вакансисен ярмарккинче пĕр кун хушшинчех сирĕн ĕç паракан нумай çынсемпе паллашма, вĕсене хăвăр координатсене пама тата ĕç параканăн координачĕсене илме, кунпа пĕрлех хăвăра кăтартма тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва хаклама, профессионалсемпе калаçма тÿр килĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика