30 ноября 2010 г.
Ĕç рынокĕнче çамрăксем пуринчен те ытла аптракан граждансем шутланаççĕ. Ĕç паракансем вĕсене ĕçе илме хирĕç пулнине ытларах чухне ĕç опычĕ çуккипе, квалификаци пĕчĕк пулнипе сăлтавлаççĕ.
“Çул çитмен 14—18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси” ятарлă программа тăрăх вĕсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси çуллахи кану вăхăтĕнче тата çавăн пекех вĕренÿрен пушă вăхăтра пулса пырать.
РФ Ĕç Кодексĕпе килĕшÿллĕн çамрăксемпе 16 çул тултарсан ĕç килĕшĕвĕ тума юрать. Тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕ е тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕренÿ заведенийĕсене çÿреме пăрахнă 15 çул тултарнă ачасемпе те килĕшÿ тăваççĕ. 14 çултисемпе вара ăна тума ашшĕн е амăшĕн е вĕсене улăштаракан çыннăн, пекун е попечитель органĕн килĕшĕвĕ кирлĕ. Ĕçĕ сывлăха сиен кÿмен çăмăл ĕç пулмалла. Унсăр пуçне ĕç килĕшĕвĕпе ĕç вĕренÿрен пушă вăхăтра пулмалла, вĕренĕве сиен кÿмелле мар. Ĕç кодексĕн 265-мĕш статйи 18 çултан çамрăк граждансене сыв-лăхшăн сиенлĕ ĕç вырăнĕсенче ĕçлеттерме хирĕçлет. Çавăн пекех çак ÿсĕмрисене ĕç паракан шучĕпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн ĕçе илеççĕ.
Енчен те çул çитмен çамрăкпа пĕрремĕш хут килĕшÿ тăваççĕ пулсан, ĕç паракан унăн ĕç кĕнекине уçма тивĕç.16 çул тултарманнисен эрнери ĕç вăхăчĕ 24 сехетпе танлашать, 16—18 çултисен вăл 36 сехет.
Ĕçе вырнаçма кăмăл тăвакан çул çитмен граждансен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕç шыракансен шутне кĕмелле, вăхăтлăх ĕç вырăнне направлени илмелле, ĕç параканпа васкавлă ĕç килĕшĕвĕ тумалла.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)