28 сентября 2010 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кунĕпе кам кăна кĕрсе тухмасть пулĕ: ĕçсĕр тăрса юлнисем учета килсе тăраççĕ, теприсем çав вăхăта малалла тăстараççĕ, виççĕмĕшсем вакансисем пирки ыйтса пĕлеççĕ, пособи, çĕнĕ професси пирки пĕлес текенсем те чылайăн…
Ĕçсĕр тесе учета илнисемпе эпир тĕрлĕ формăсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсенчен пĕри — вĕсене вăхăтлăх обществăлла ĕçпе тивĕçтерни. Обществăлла ĕç вăл — ĕçсĕр тесе учета илнĕ граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерни тата вĕсене социаллă хушма пулăшу кÿни. Тÿлевлĕ обществăлла ĕçре вăй хума кăмăл тăвакансем вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕ тăваççĕ, икĕ уйăх таран ĕç паракан патĕнче тăрăшма пултараççĕ.
Пире ăнланакан тата ĕçсĕррисене обществăлла ĕçре тăрăшма май туса паракан кулленхи партнерсем çаксем шутланаççĕ: район администрацийĕпе ял тăрăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ.
Пирĕн ĕçченсемшĕн çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те канăç çук: вĕсем хĕлле çулсене, обăектсене юртан тасатаççĕ, çăва тухнă май территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе вăй хураççĕ, клумбăсене тасатса чечексем акаççĕ-лартаççĕ, ял хуçалăх культурисене туса илме, вĕсене çум курăкран тасатма, выльăх апачĕ хатĕрлеме, тырă-пулă пухса кĕртме пулăшу кÿреççĕ.
Трак енче обществăлла ĕçсене харпăрлăх формисене пăхмасăр предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче йĕркелеççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вара ĕç шыранă чухне йывăрлăх тÿсекен çынсене пулăшма тивĕç.
Кăçал Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçсĕр тесе учета илнĕ 132 çынна вăхăтлăх обществăлла ĕçе явăçтармалла. Трак ен тăрăхĕнчи предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăну тытса эпир 122 çынна тÿлевлĕ вăхăтлăх ĕçе яма пултартăмăр. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 258400 тенкĕ уйăрнă пулсан, эпир 224198 тенкине тăкакланă.
Яланхиллех пирĕн ĕçченсем районти мĕн пур ял тăрă-хĕсенче, “Красноармейская” МСОра, райадминистраципе унăн вĕрентÿ пайĕнче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче, Росгосстрахра, “Бизнес центрта”, районти шалти ĕçсен пайĕнче, Упи шкулĕнче, “Аб-ро”, “Полигон”, “Пятилетка”, “Колос” предприятисенче тă-рăшрĕç. Ĕç паракансем вĕсем пирки лайăххине çеç калаççĕ. Хăшĕ-пĕри ĕçсĕррисене пирĕнсĕр пуçне хăй енчен те укçа тÿлеме май çитерчĕ.
Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумаях юлмасть. Эпир хамăра çитерсе панă тĕллеве пурнăçлатпăрах.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)