Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшушăн тав тăваççĕ

29 сентября 2010 г.

Пулăшушăн тав тăваççĕ

Ведомствăн, республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программисене пурнăçласа рынокри кăткăслăха сирме хушма мерăсем йышăнас тата ĕçлев политикине вăйлатас енĕпе кăçал уйрăмах пуçаруллă пулчĕ Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. коллективăн кăçалхи çитĕнĕвĕсемпе Иван Михайлович Козлов директор паллаштарать.

Кăтартусем курăмлă

Пуш уйăхĕнчен авă кунта шута илекен граждасен йышĕ 82 çын чакнă, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 151 юлнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,5 процентран 1,5 таран пĕчĕкленнĕ. пулăшу ыйтма 711-ĕн пынă /иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 76 проценчĕ чухлĕ/.

Ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2007-2010 çулсенче ĕçлĕ тумалли программипе килĕшÿллĕн кăрлач-çурла уйăхĕсенче 527 çынна вырнаçтарнă: 268-шне - ваканси тăрăх, 121-шне - общество ĕçне, 8-шне /ку йышра сусăрсем, тĕрмерен тухнисем, пенси ÿсĕмне çывхаракансем/ - вăхăтлăх ĕçе, 15-шне республика тулашĕнче. 14-18 çулсенчи 181 çамрăка вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене социаллă тÿлевпе тивĕçтерме тата халăха пулăшмалли хушма мероприятисем ирттерме федераци бюджечĕн укçине 5670,31 пин тенкĕ тăкакланă.

Çынсене кăларса яма хатĕрленни пирки центра районти 17 организаци пĕлтернĕ, тулли мар вăхăт çине куçасси çинчен - 21, ĕçлемен режим пирки 1 предприяти хыпарланă.

Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче вăхăтлăх хушма 225 вырăн йĕркеленĕ, çав шутра 196-шĕ - кăларса ярас хăрушлăх пуррисем валли, 29-шĕ - вĕренÿ учрежденийĕсенчен тухнисен стажировкине ирттерме. 9 уйăхра ĕçсĕр юлас теветкеллĕхе лекнĕ 238 çынна вăхăтлăх вырăн тупса панă, 10 çамрăка хăнăху илме янă.

Харпăр хăй ĕçне уçма кăмăл тунисен бизнес-планĕсене комисси авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче тишкерчĕ. 76-шне çак тĕллевпе субсиди панă. Сăмах май, çавсенчен пĕрне - хушма тепĕр вырăн уçма. Çÿлерех асăннă программăна пурнăçлама кăçал районта 9300810,3 тенкĕ уйăрнă. Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 6370028,29 тенкĕпе усă курнă ĕнтĕ: общество ĕçĕ, кăларса ярас хăрушлăх пуррисем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелеме - 1761940,67, стажировкăна яма - 57849,62, пĕчĕк бизнес уçма - 4550238,0 тенкĕ.

Вĕсем - предпринимательсем

Чăваш Республикинче 2010 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - центрта шутра тăракан граждансене пĕчĕк бизнес тата харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пулăшасси. Служба специалисчĕсем асăннă тĕллевпе вĕсен хушшинче ăнлантару ĕçне пуçаруллă туса пыраççĕ. Информаци материалĕсене центр стендне вырнаçтарнă, унсăр пуçне хаçатсенче ятарлă материалсем пичетлеççĕ. Пĕчĕк бизнеса кÿлĕнес шухăшлă граждансем районти Бизнес-инкубаторта йĕркеленĕ семинарсенче пулас ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене тишкереççĕ.

Предприниматель пултарулăхĕ нумай енлĕ. 45 çын мăйракаллă шултра выльăх, сысна самăртас, чăх-чĕп, сурăх, хурт-хăмăр, кролик, пулă ĕрчетес, ял хуçалăх пулăшăвĕ парас тĕллевлĕ, 10-шĕ кĕпе-тумтир çĕлесшĕн, атă-пушмак юсасшăн, 7-шĕ платник-столяр, строитель пулăшăвĕпе тивĕçтересшĕн, 4-шĕ çăм атă йăваласшăн тата ытти те.

2009-2010 çулсенче ĕçлев службин пулăшăвне илсе предпринимательлĕхе ăнăçлă аталантарса пыракансене ятран асăнма та юрать.

Васнар ялĕнчи Альберт Афанасьев платник ĕçсĕр юлсан центрта шута тăнă та йывăçран çурт-йĕр тумалли хатĕрсене ăсталама, пухма, строительствăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлама килĕшÿ тунă. Патшалăх субсидийĕпе тĕрлĕ инструмент туяннă. Хăйĕн укçипе касмалли йывăç илнĕ. Ăна турттарса тухсан мунча пурисем тума пикеннĕ. Халĕ авă çулталăк çурă ĕнтĕ кал-кал ĕçлет. Пулăшăвĕн пахалăхĕ пысăккипе ячĕ-шывĕ ÿсрĕ, клиентсем те йышлă унăн.

Кушарта пурăнакан Валериан Андрияновпа Пайсупинри Владимир Александров центр пулăшнипе мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тытăнчĕç, каярахпа сĕт-юр варне, çамрăк тынасене сутма шухăшларĕç. Субсидипе килти хуçалăх валли икшер ĕне туянчĕç. Халĕ вĕсем çичшер выльăх тытаççĕ, продукцие районтах тирпейлесе хатĕрлемешкĕн вырăнтах вырнаçтарма палăртаççĕ.

Евгений Григорьев та чун туртăмĕпе пĕр килекен ĕç тупрĕ. Пĕчĕк бизнес валли уйăрнă укçапа стереоусилитель, сасă колонкисем илсе ячĕ, репертуар хатĕрлерĕ. Халĕ вăл туй-юбилейра, çуралнă кунсен уявĕсенче хăнасене кĕвĕ-çемĕпе савăнтарать. Хăй те кăмăллă, çынсем унăн пултарулăхĕпе ăсталăхне тивĕçлипе хаклаççĕ.

тусайри Сергей Ефимов та - кăтартуллă ĕçлекен предпринимательсенчен пĕри. Строительствăра усă курмалли йывăç конструкцисем, столяр изделийĕсем тумашкăн бизнес-проект хатĕрленĕ вăл. Аслă пĕлÿллĕ учитель, ĕç урокне ертсе пыракан вĕрентекен вырăнсăр юлсан служба центрне шута тăнă, пĕчĕк бизнес уçма шухăшланă. 2010 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче уйрăм предприниматель пулса тăнă. Халĕ Сергей Александрович йывăçран алăк, кантăк рами, беседка тата ытти хатĕр ăсталать. Алли çыпăçуллă пулнăран таварĕ паха, саккас паракан сахал мар.

Людмила Батракова 1996 çулта Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Каярахпа ăнланнă: техник специальноçĕ ăна валли мар иккен. Кĕçех парикмахер профессине алла илсе вăй хума тытăннă. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче вара ĕçсĕр тăрса юлнă. Нумай шухăшласа тăман - хăйĕн парикмахерскине уçма тĕллев лартнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче бизнес-плана хÿтĕлесе субсидие тивĕçнĕ, пÿлĕме арендăна илнĕ, инвентарь, оборудовани туяннă. Красноармейски салинче унпа конкуренцире тупăшакансем пуррине пăхмасăр ĕçĕ ăнăçса пырать унăн. Клиент йышланнă май Людмила Анатольевна центртан каллех пулăшу ыйтнă, хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме тата 58800 тенке тивĕçнĕ. Халĕ унăн парикмахерскинче малтан ĕçсĕр шутланнă тепĕр çын тăрăшать.

Ялта чăх-чĕпсĕр хуçалăх çук темелле. Упири Рената Чугунова каланă тăрăх вĕсене пăхма пĕчĕк чухнех кăмăлланă вăл. Ĕçсĕр юлсан вара чылай вăхăт вырăн шырани те усса кайманнине кура хăй ĕçне уçас тенĕ - бизнес-план хатĕрлесе ăнăçлă хÿтĕленĕ те чăх-чĕп ĕрчетме тытăннă: субсидипе 40 чăх, 15 чĕп /бройлер/ туяннă, производство лаптăкне анлăлатнă.

Рената Сергеевна та асăннă программăна хутшăнса ăнăçу çулĕ çине тăма май туса панăшăн центр ĕçченĕсене тав тăвать.

Именкассинчи Ольга Посадская хатĕрленĕ «Сурăх ĕрчетесси» бизнес-проект та пĕлтерĕшлĕ. Ольга Леонидовна ахальтен суйласа илмен ăна: ку тăрăхра вырăнĕ илемлĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме меллĕ. Килти хуçалăхĕнче сурăх усраканскер субсиди шучĕпе Романовски ăратлă тепĕр ултă пуç туяннă. Посадскийсем харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пулăшакан программăна ырлаççĕ. Именкасси район центрĕнчен аякра пулнă май çывăхра предприятисем çук. Ĕçе вырнаçаймасăр хăшкăлса çитнĕ çыншăн сурăх ĕрчетме тытăнни çемьене тытса тăма май паракан шанчăклă çăл куç тесе шухăшлаççĕ вĕсем.

Центрта шутра тăракансене пĕчĕк предпринимательлĕхе тата харпăр хăй ĕçне аталантарма пулăшакан программа 2011 çулта та вăйне çухатмасть. Ял халăхне вăл кирлĕ пулнине тата пĕлтерĕшлине пурнăç çирĕплетсе пачĕ ĕнтĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика