31 августа 2010 г.
Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче учетра тăрса ĕçсĕрлĕх пособине саккуна хирĕçле майпа илекен граждансем РФ бюджетне пурлăх енчен сиен кÿреççĕ тата çакă уголовлă ĕç пулса тăрать.
Çакăн евĕр преступленисем ÿсни ку йышши преступленисен тытăмĕпе паллисем çинчен граждансене çителĕксĕр пĕлтернипе çыхăннă. Сиен курассинчен пăрăнас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр граждансене РФ Уголовнăй кодексĕн "Ултав" 159-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕçсĕрлĕх пособине суя майпа илме хăтланнисен уголовлă яваплăх тытмаллине пĕлтерет. Ултав — ют пурлăха вăрлани е ăна суя майпа хапсăнни, е шанăçпа тивĕçсĕр хăтланни. Çакăншăн 120 пин тенкĕ штраф е ĕç укçин виçипе, айăпланнин çулталăкри урăх тупăшпа, 180 сехете пыракан тивĕçлĕ ĕçпе е 6 уйăхран пĕр çула тăсăлакан юсанмалли ĕçпе, икĕ уйăхран пуçласа уйăха çити арестленипе е икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарса айăплаççĕ. Ĕçсĕр граждансен пĕр е темиçе ĕçне шута илни преступленин обăективлă енĕ пулса тăрать:
— гражданин хăй ĕçленĕ тĕслĕхе пытарни (тĕслĕхрен, предприниматель ĕçне йĕркелесе пыни);
— вăтам ĕç укçи çинчен калакан справкăна чăн-чăн пурри пек тăратманни (суммине пĕле тăрса ÿстерни);
— вăтам ĕç укçи çинчен суя справка тăратни;
— суйса çырнă ĕç кĕнекине тăратни;
— ĕçсĕрлĕх пособине илекен ĕçсĕр гражданин пособи илме тивĕç çухалнă факта пытарни (тĕслĕхрен, пенси илме пуçланă, ĕçе вырнаçнă тата ытти те);
— çакăн пек тÿлеве пăхса хăварман тапхăрсенче пособи виçине ÿстермелли е ăна тÿлемелли саккуна хирĕçле ĕçсем туни.
Асăннă ĕçсене преступлени шутне кĕртме гражданин вĕсене малтанах шутласа тунине палăртмалла. Малтанах шутласа тунă тени вăл — гражданин хăйĕн ĕçĕсене пурнăçлани тата пособи илни саккуна хирĕçле пулнине, çакă патшалăхпа обществăшăн сиен кăларса тăратнине пĕлсе тăрать, çавăн пек пулса тухтăр тесе сунать е ун çине сÿрĕккĕн пăхать. Укçана хапсăннин тĕллевĕ хăйĕн пурлăхне ĕçсĕррисен нушине саплаштарма уйăрнă патшалăх шучĕпе пуянлатасси пулса тăрать.
Саккуна хирĕçле майпа илнĕ пособи виçи, пĕчĕк пулсассăн та, преступлени йышне кĕрет.
Çÿлерех асăннă преступлени паллисене асăрхасан ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи правăна сыхлакан органсене пĕлтерме тивĕç. Вĕсем вара лару-тăрăва тишкерсе уголовнăй ĕç пуçараççĕ. Уголовлă яваплăх тыттарас ыйтăва суд татса парать. РФ Уголовнăй кодексĕн 75-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пĕрремĕш хут пĕчĕк е вăтам преступлени тунă çынна уголовлă яваплăхран хăтарма пултараççĕ (преступлени туни çинчен хăех килсе калани ăна уçса пама пулăшать, тăкакне каялла тавăрса парать е урăхла майпа йăнăша тÿрлетет, çав ĕçе тунишĕн ÿкĕнет, обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратмасть).
Çавăнпа та суя майпа илнĕ ĕçсĕрлĕх пособине хăй ирĕкĕпе тавăрса панă, çынни хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ тĕслĕхсенче гражданина уголовлă яваплăхран хăтарма та пултараççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)