08 июня 2010 г.
Тăхăр уйăха тăсăлнă 2009—2010 вĕренÿ çулĕ хыçа юлчĕ. Ачасем каникула ăсанчĕç. Çак тапхăрта каччăсемпе хĕрсен канăвне усăллă ирттерес, вĕсене ĕçе хăнăхтарнипе пĕрлех кăштах укçа ĕçлесе илме май туса парас тĕлĕшпе пирĕн патшалăх учрежденийĕ тĕрлĕ майсем шырать.
Эпир çулленех шкулсенче вĕренекенсене йывăр мар, вĕсен кăмăлне каякан ĕç тупса пама тăрăшатпăр, меллĕрех ĕç сĕнетпĕр: территорисене тасатмалла, тирпей-илем кĕртмелле, чечек лартмалла, шăвармалла, сĕтел-пукан юсамалла, кĕнекесене çыпăçтармалла, документсене майлаштармалла, компьютерпа ĕçлемелле тата ыт. те. Акă, 2005 çулта 468 ачана, 2006 çулта — 472, 2007 çулта — 491, 2008 çулта — 499, иртнĕ çул вара 329 вĕренекене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Çакăншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, хуçалăх, шкулсен ертÿçисенчен, ашшĕ-амăшĕсенчен ăшă сăмах сахал мар илтнĕ. Тепĕр тесен пылак шыв ĕçме тата пылак пăр туянма мĕншĕн-ха атте-аннерен укçа ыйтса чăрманмалла? Хал çитнĕ таран тăрăшма паян кашниех пултарать-çке.
Саккунпа килĕшÿллĕн вара 14 çул тултарсан, алла Раççей гражданинĕн паспортне илсен ĕçе хутшăнма юрать.
Кăçал пирĕн 315 ачана вăхăтлăх ĕçе явăçтармалла. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 267750 тенкĕ уйăраççĕ. Асăннă мероприятие эпир хĕл кунĕсенчех тытăнтăмăр. Ку таранччен 102 вĕренекене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме пултартăмăр. 5 уйăхра вĕсене 69338 тенкĕ саплаштарнă.
Упири вăтам шкулта С. В. Петрова педагог ертсе пынипе 16 ача виçĕ эрне хушши ку ял тăрăхĕн территорийĕнче тăрăшрĕ. Хĕрсемпе каччăсем вĕренÿрен пушă вăхăтра обществăлла çуртсем, вăрçăра пуç хунисене халалласа лартнă палăксем патне пыракан çулсене юртан тасатрĕç, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пулăшу кÿчĕç
Март уйăхĕнче вара Пикшик вăтам шкулĕнчи 19 ача Н. Г. Максимова учитель ертсе пынипе вăхăтлăх ĕçе кÿлĕнчĕ. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕпе килĕшсе тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕç, уйрăмах вара ку тăрăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсенчен тав сăмахĕсем илтрĕç.
Именкассинчи 10 ача О. И. Арманова ертсе пынипе ку тăрăхри тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçлерĕ. Июнь уйăхĕнче А. В. Лаврентьев ертсе пынипе 6 вĕренекен районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ таврашĕнче тăрăшĕ. Эпир кăçал çавăн пекех райпо ертÿçисемпе килĕшсе татăлса ачасене сиплĕ курăксем пухма, хĕрÿ ĕç çи пуçлансан вара вĕсене "Красное Сормово", "Нива", "Колос" хуçалăхсенче вăй хума явăçтарасшăн.
Çул çитмен граждансен ĕçе вырнаçас тесен: пирĕн центрта шута тăмалла, персонификаци учечĕн карточкине йĕркелемелле; вăхăтлăх ĕç вырăнне янине çирĕплетекен хут илмелле; ĕç параканпа вăхăтлăх килĕшÿ тумалла.
Вăхăтлăх ĕçе вырнаçма çак документсем кирлĕ: паспорт е çурални çинчен свидетельство; сывлăх пирки медицина справки; 14 çул тултарнисен, анчах 15 çула çитменнисен —ашшĕ-амăшĕ е опекăпа попечительлĕх органĕсем ĕçлеме ирĕк панине çырса пĕлтерни; патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви (пур пулсан). Пĕрремĕш хут вырнаçакансене асăннă документа илме ĕç паракан илме пулăшать.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)