30 марта 2010 г.
Паян никама та çăмăл мар. Ĕçсĕр тăрса юлнă, пирĕн патра учетра тăракан çынна пушшех те. Кăмăла каякан ĕç шыраса тупма чылай йывăрлăх тÿсетĕн. Е тата ĕçлеме чăрмантаракан сăлтавсем, вăхăтсăрах сывлăх хавшани малтанхи профессипе ĕçлеме май памаççĕ. Çĕнĕ ĕç шыранă чухне те чăрмавсене çĕнтерме тивет.
йывăрлăх тÿсекен, уйрăм категорие кĕртнĕ инвалидсене ĕçе вырнаçнă чухне пулăшу кÿрет. Эпир ку чухне вĕсене пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма тата хамăр районти предприятисемпе организацисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçма май туса паратпăр.
Çулталăк пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра тĕрлĕ ыйтупа 8 инвалид пынă, вĕсенчен иккĕшне вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, пĕри сĕтел-пукан юсама тытăннă, теприне вăхăт çитичченех пенсие янă. Çавăн пекех кăçал районти предприятисенче яланлăхах ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕпе 2 инвалида тивĕçтересшĕн.
Эпир инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшассине çулталăк тăршшĕпех тытса пырăпăр, вăл кун йĕркинчен тухмĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)