26 марта 2010 г.
Обществăлла ĕç вăл — социаллă усăллă енлĕ, вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕркелекен ĕç-хĕл тата ĕç шыракан граждансене социаллă хушма пулăшу парасси.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем граждансене тÿлевлĕ обществăлла ĕçе явăçтарас енĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассипе ĕçлесе пыраççĕ.
Обществăлла ĕçсене йĕркелесси Административлă регламентпа пулса пырать. Ăна граждансене тÿлевлĕ обществăлла ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕнчи Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин 2007 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнчи приказĕпе çирĕплетнĕ.
Пирĕн служба обществăлла ĕçе йĕркелекен, ĕç паракансемпе чылай вăхăтлăха пыракан çыхăнусене малти вырăна хурать.
Обществăлла ĕçсене йĕркеленĕ çĕрте пирĕн кулленхи партнерсем çаксем шутланаççĕ:
— районти пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем;
— район администрацийĕ;
— пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ.
Кăçал пирĕн 132 çынна обществăлла ĕçе явăçтармалла. Çавна май ĕçсĕррисене тÿлеме 224400 тенкĕ уйăрма пăхнă е вăл ĕçе хутшăнакан кашни çынна 1700 тенкĕ тивмелле. Паянхи куна эпир 37 çынна обществăлла ĕç тупса панă. Пирĕн çынсем райадминистрацинче, вĕрентÿ пайĕнче, "Красноармейская" МСОра, райпора, Чăваш Енри страхлакан РОСГОССТРАХ компанин районти уйрăмĕнче, бизнеса аталантармалли Красноармейскинчи центрта, Красноармейски, Пикшик, Еншик Чуллă, Карай ял тăрăхĕсенче, Упири вăтам шкулта ĕçлеççĕ. Халĕ вĕсем çулсене, обăектсене юртан тасатас, çурхи шыва юхтарса яма хатĕрлес тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Çу тата кĕр кунĕсем çитсен вара ĕçсĕр тăрса юлнисене ял хуçалăх культурисене туса илнĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, уй-хир культурисене пухса кĕртнĕ çĕре явăçтарасшăн. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те темиçе çул ĕнтĕ пирĕн патра ĕçсĕр тесе учетра тăракансене территорисене тирпей-илем кĕртес тата чечексем акса-лартса ÿстерес, Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерÿ уявне кĕтсе илме хатĕрленес мероприятисене хутшăнтараççĕ.
Обществăлла ĕçсене харпăрлăх формине пăхмасăр предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче йĕркелетпĕр.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те ĕç шыранă чухне йывăрлăх тÿсекен граждансем валли обществăлла ĕçсене йĕркелес тата укçа-тенкĕпе тивĕçтерес çĕре хутшăнмалла.
Обществăлла ĕçсене гражданина унăн килĕшĕвĕпе кăна яма пултараççĕ. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансемпе сроклă ĕç килĕшĕвĕ тăваççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ илме чи малтан ĕçсĕрлĕхпе пособи илменнисем, ĕçпе тивĕçтерекен службăсен органĕсенче ултă уйăх ытла учетра тăракансем тивĕç. Асăннă органсенче ĕç шырать тесе регистрациленĕ граждансен те обществăлла ĕçсене хутшăнма ирĕк пур.
Патшалăх çăмăллăхне тÿлевсĕр параççĕ. Обществăлла ĕçе яракан граждансен сывлăхне, çул шутне тата профессипе ытти енсене шута илеççĕ. Енчен те гражданин кулленхи е вăхăтлăх ĕçе вырнаçать пулсан, обществăлла ĕç пирки тунă сроклă килĕшĕве палăртнă вăхăтченех пăрахăçлаççĕ. Ку ĕçе пурнăçлакан çынсене РФ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен кая мар тÿлеççĕ. Вĕсем çине РФ ĕç тата социаллă страховани çинчен калакан саккун саланать.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)