Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас тĕллевпе

02 марта 2010 г.

“Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр” патшалăх учрежденийĕ пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма тата ĕçсĕр çынсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пулăшать.

 

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелештерес тĕллевпе 2010 çулта ĕçсĕр тăрса юлнă 89 çынна пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма тата харпăр хăй ĕçне пуçламашкăн пулăшма пăхнă. Çак тĕллевпе бюджетран 5, 32 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçал çĕнĕлĕх те пур: ĕçсĕр тăрса юлнă, хăй бизнесне уçма палăртакан çынна 58800 тенкĕ укçа параççĕ. Кашни ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн çав виçе чухлĕ хушма укçа уйăрма пăхнă. Кун пек чухне кашнин тата хушма ĕç вырăнĕ валли бизнес-проектсем туса хатĕрлемелле.

2009 çулта Трак енри ĕçсĕр 25 çынна предприниматель ĕçне явăçтарнă. Бизнес-проектсенчен чылайăшĕ ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларас тата тирпейлес, хурт-хăмăр, чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк тытас, мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетес тĕлĕшпе çыхăннă. Халăха çăмăллăхсем парас, сăмахран, атă-пушмак юсас, кĕпе-тумтир çĕлес енĕпе те ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май пур. Йăлара усă курнă каяшсене турттарса тухма та пултараççĕ.

Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕ тĕлне 19 бизнес-проект тăратнă, вĕсенчен 13-шне ырланă. Ырă тĕслĕхсем çук мар. Акă, Васнар ялĕнчи Альберт Афанасьев бизнес-проекчĕ интереслĕ, вăл çынсене мунча пурисем пураласа сутать. Елена Борисова финн поселокĕнче ача сачĕ пулнă çуртра çĕвĕ цехĕ уçнă. Чатукассипе Упи ял тăрăхĕсенче хăйсен транспорчĕпе йăлара усă курнă каяшсене турттарса тухассине йĕркеленĕ.

Палăртнă йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă тата хăйсен ĕçне пуçлама кăмăл тăвакан çак граждансем пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма тата харпăр хăй ĕçне пуçлама пултараççĕ:

— 18 çула çитнисем;

— уйрăм предприниматель е предприяти тесе регистрацилени çинчен ĕнентерекен свидетельство тăратнисем;

— суйласа илнĕ ĕç енĕпе бизнес-план тăратнисем;

— хăйсен ĕçне йĕркелесе яма маларах укçа-тенкĕ илменнисем.

Хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас текенсен çакна пĕлмелле:

1. Хăвăра кăмăла каякан ĕç шыраса ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла.

2. Хăйсен ĕçне йĕркелес текенсен калаçу тата тест витĕр тухмалла, бизнес-план хатĕрлемелле.

3. Субсиди илме заявлени çырмалла, килĕшÿ тумалла, хăв пурăнакан вырăнта пĕчĕк предприятине регистрацилемелле (уйрăм ĕç тума ирĕк пуррине ĕнентерекен свидететельство илмелле). Субсиди панă хыççăн предпринимателĕн хăй ĕçĕпе çулталăкран кая мар вăй хумалла.

4. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта документсем çырса, оборудованисемпе инвентарьсем, ятарлă тум-тир тата ытти те туянса тунă тăкаксене çирĕплетекен хутсем (таварпа касса чекĕсем, счет-фактурăсем тата ытти те) тăратса, кварталсерен отчет памалла.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă харпăр хăй ĕçне уçма субсиди илнĕ çын хăйĕн бизнесне малалла аталантарма патшалăх енчен пулăшу илме тивĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика