05 февраля 2010 г.
Чăваш Республикинчи ĕçсĕр тăрса юлнă халăха хушма пулăшу парас енĕпе 2009 çул валли йышăннă республикăри тĕллевлĕ программа районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çирĕп тытса тăчĕ. Çакăнта район администрацийĕ, ял тăрăхĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсем, Трак енри предприятисемпе организацисем пысăк активлăхпа палăрчĕç.
Кăтартусем çакна кăтартаççĕ: предприятисемпе организацисенчи 242 çын, ĕçрен тухассине пĕлсе, ĕçсĕр тăрса юлмарĕç, вĕсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Обществăлла ĕçсене ĕçсĕр тата ĕç шыракан 421 çынна вырнаçтарма май килчĕ. Кунсăр пуçне техникумсемпе шкулсенчен вĕренсе тухнă 39 каччăпа хĕр опыт пухас тĕлĕшпе стажировка ирттерчĕç. Çак тĕллевсемпе Программăпа пăхнă тăрăх 8, 6 миллион тенкĕ тăкакланă. Çавăнпа та асăннă Программăна пурнăçланă çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн кашни ертÿçĕне, ĕçчене тав сăмахĕ каласшăн.
2010 çулта та ĕçсĕр тăрса юлнă халăха хушма пулăшу парас енĕпе республикăра тĕллевлĕ программа палăртнă. Çавна май пирĕн районта çак ĕçсене тума пăхнă: ĕçрен хăтарма палăртнă 233 çынна вăхăтлăх тата обществăлла ĕçе вырнаçтарма пăхнă; вĕренÿ заведенийĕнчен пĕлÿ илсе тухнă 24 каччăпа хĕре опыт илме стажировкăна тăратмалла; 2 инвалида ĕçе вырнаçтармалла; 90 ĕçсĕр çынна хушма ĕç тупса памалла.
Çапла вара Программăпа килĕшÿллĕн 2010 çулта пирĕн района 9, 82 млн. тенкĕ укçа уйăрнă, ку вăл малтанхи çулхипе танлаштарсан 20 процент нумайрах.
Çавна май кăçалхи Программăра çĕнĕлĕхсем пур. Асăннă мероприятисене предприятисемпе организацисенче ĕçрен хăтарма палăртнă, тулли мар ĕç вăхăчĕ тата ĕç кунĕ йышăннă, ĕçе вăхăтлăха чарса лартнă предприятисенчи çынсене çеç обществăлла тата вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтараççĕ.
Ку йыша ĕç шыракан, çавăн пекех бюджетлă организацисенчи, хресченпе фермер хуçалăхĕнчи çынсене, уйрăм предпринимательсене кĕртмеççĕ.
2010 çулта ĕçсĕр тата ĕç шыракан çынсене обществăлла ĕçсене явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин 2007—2010 çулсенчи ведомствăлла программи пурнăçланать. Ку хутĕнче обществăлла ĕçе хутшăнакана ĕç паракан, тивĕçлĕ саккунпа килĕшÿллĕн, чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен кая мар тÿлеме тивĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вара уйăхра ĕçсĕр тăрса юлнă çынна 1700 тенкĕрен кая мар тÿлет. Ку ĕçе эпир иртнĕ çулсенче те туса ирттернĕ.
Кăçалхи программăн тата тепĕр çĕнĕлĕх пур: пирĕн инвалидсене ĕçе явăçтарассипе чылай тимлемелле. Çавна май ку енĕпе 30 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Кунпа пĕрлех вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ каччăсемпе хĕрсем пирки те программăра уйрăммăн палăртнă. Кăçал вĕсем çумне предприятисенчи опытлă сотрудниксене çирĕплетеççĕ. Вĕсене уйăрса панă субсидисенчен тÿлеççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)