Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакансисен ярмарки урлă

20 октября 2009 г.

Чăваш Республикинчи ĕçсĕр тăрса юлнă халăха хушма пулăшу парас енĕпе 2009 çул валли йышăннă республикăн тĕллевлĕ программи районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çивĕчлетме памарĕ.

Çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе палăртнă çынсен хисепĕ май уйăхĕнчен чакма пуçларĕ. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 142 çынна ĕçсĕр тесе регистрациленĕ. Ку хисеп майăн 1-мĕшĕнчен 100 çын сахалтарах. Çак тапхăрта ĕçсĕрлĕхĕн регистрациленĕ шайĕ 2, 5 процентран 1, 47 процент таран чакнă.

Программăпа килĕшÿллĕн кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçрен хăтарас шăпаллă, ĕçсĕр тăрса юлнă, ĕç шыракансем валли районти организацисенче 534 ĕç вырăнĕ йĕркелеме тата сыхласа хăварма май килчĕ.

Çак отрасльсенче чи нумай ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ тата сыхласа хăварнă: ял хуçалăхĕнче пĕтĕмĕшле граждансен 53 проценчĕ чухлĕ, вĕрентÿре — 27, 5, коммуналлă, социаллă тата уйрăм çăмăллăхсем панă çĕрте 19, 2 процент.

Профессиллĕ вĕренÿ заведенийĕсенчен професси илсе тухнă 23 каччăпа хĕре стажировкăна янă, вăл шутран 17-шĕ — кăçал пĕлÿ илсе тухнисем.

Программа ĕçе кĕме тытăнсан пирĕн центрта ĕçсĕррисен 3 бизнес планне пăхса тухнă, вĕсенчен иккĕшне 117, 6 пин тенкĕ укçапа тивĕçтернĕ.

Ĕçсĕррисене ĕç тупса панă çĕрте чи усăллă та витĕмлĕ мелсенчен пĕри — вакансисен ярмаркисене ирттерни . Нумаях пулмасть пирĕн центрта "Воддорстрой — Красноармейски" предприятин никĕсĕ çинче обществăлла ĕçсем йĕркелес тĕлĕшпе вакансисен черетлĕ ярмарки пулчĕ.

Чи малтан унта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ И. Козлов тухса калаçрĕ, районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, ЧР ĕçсĕр тăрса юлнă халăха хушма пулăшу парас енĕпе 2009 çул валли йышăннă республикăн тĕллевлĕ программи çинче чарăнса тăчĕ. Предприяти директорĕ Л. Евдокимов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ĕç условийĕсемпе тата ĕçшĕн тÿлемелли мелсемпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Трак тăрăхĕнче автомобиль çулĕсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрас ыйтусене çĕклерĕ, çак ĕçсене пурнăçлама 5 ваканси сĕнчĕ: çулсем çинчи çÿп-çапа, шыв юххин тăрписене пылчăкран тасатасси, йывăç тĕммисене касасси. Çав кун вакансисен ярмаркине ĕçсĕр 12 çын килнĕ. Вакансисем пирки тулли информаци илсе, ĕçсĕр тăрса юлнă 5 çын асăннă предприятине вăхăтлăх обществăлла ĕçе вырнаçма пулчĕç, направленисем илчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика