Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирвайхи хут ĕç шыракансене пулăшатпăр

20 октября 2009 г.

Рынок условийĕсем профессипе техника училищисенчен, техникумсенчен, колледжсенчен вĕренсе тухнă 18—20 çулсенчи каччăсемпе хĕрсем умне те тĕрлĕрен ыйтусем кăларса тăратаççĕ. Çак шута профессиллĕ пуçламăш тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенчен тинтерех кăна вĕренсе тухнисем те кĕреççĕ.

Мĕншĕн тесен предприятисемпе организацисене, учрежденисене, хуçалăхсене ертсе пыракансем ĕçе пысăк та пуян опыт пухнă специалистсене ытларах йышăнма тăрăшаççĕ. Сăлтавĕ паллă: вĕсем ку ĕçе хăнăхса çитнĕ, ăна тивĕçлипе йĕркелеме пултараççĕ.

18—20 çулсенчи каччăсемпе хĕрсене пирĕн центр патшалăх çăмăллăхĕ парать. Вĕсен ĕçсĕр тесе пирĕн пата регистрацие килсе тăмалла, вĕренÿ заведенийĕнчен пĕлÿ илсе тухсан ĕç стажĕ пулмалла мар. Çамрăк специалистсене пирĕн пата “ĕç шыратăп” тесе пулăшу ыйтма килсен, эпир анкета заявлени е патшалăх çăмăллăхĕ илме килĕшÿ çыртаратпăр. Çумра паспорт тата вĕренсе пĕтерни çинчен калакан документ кирлĕ.

Кăçал пирĕн икĕ çамрăка ĕçе вырнаçтармалла. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕ пама пире кăçал 2210 тенкĕ уйăрса панă. Нумаях пулмасть Анастасия Моисеевана икĕ уйăхлăх Красноармейски райпоне парикмахера вырнаçтарма пултартăмăр. Анастасия Витальевна çакăнпа кăмăллă юлчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика