18 августа 2009 г.
2009 çулхи январь-июль уйăхĕсенче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 824 çын пынă, вĕсенчен 397-шĕ — хĕрарăмсем, 322-шĕ — 16-29 çулсенчи çамрăксем, 16-шĕ инвалид, 51-шĕ предприяти-организацисенчен ĕçрен хăтарнисем.
410-шне ĕçсĕр тесе йышăннă. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне 169 çын ĕçсĕр тесе учетра тăнă, е вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 68 процент ытларах. Ĕçсĕррисене регистрацилессин шайĕ кăçал 1, 76 процент пулнă, пĕлтĕрхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне — 1, 2 процент.
Ĕçсĕррисен йышĕнче ытларах хĕрарăмсем — 57, 4 процент, 30 çула çитичченхи çамрăксем — 30, 2, инвалидсем — 1, 7, пенси çулне çывхараканнисем 5, 3 процент. Ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тапхăрĕ — 3, 3 уйăх, вăл пĕлтĕрхинчен чылай пĕчĕкрех тата тĕпрен илсен халăха ĕçпе тивĕçтермелли хушма программа шучĕпе пĕрремĕш уйăхра ĕçе вырнаçтарнипе пулса иртнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 10 предприяти 37 çынна ĕçрен чакарасси пирки пĕлтернĕ. Вунă предприятире ĕç вăйĕ тивĕçмест. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне 93 çын тулли мар ĕçлев режимĕнче пурăнать.
Кăçалхи 7 уйăхра 637 çынна ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 167-шне вакансипе юрăхлă ĕç тупса парса яланлăхах, 61-шне ведомствăлла программăпа обществăлла ĕçсем тума янă, 16 килĕшÿ туса, çула çитмен 14-18 çулсенчи 284 ачана ĕçе вырнаçтарнă, ĕçсĕр тата ĕç шырас енĕпе нушаланакан 6 çынна ĕç тупса панă, вĕсенчен 4-шĕ 3-мĕш ушкăнри инвалид, 2-шĕ — пенси çулне çывхаракан граждансем.
18-20 çулсенчи ĕçсĕр, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çынсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе Красноармейски райповĕнче ĕç вырăнĕ туса хунă, профессиллĕ вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăка парикмахера вырнаçтарнă. Вĕренсе тухнă çын валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕ суйласа илессине ăна кайран кунта яланлăхах ĕçлеме хăварас тĕллевпе тунă.
Ĕçсĕр 29 çынна професси илме вĕренме янă.
2009 çулта республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ хушма Программăна пурнăçа кĕртсе пыни вăхăтлăх хушма 445 ĕç вырăнĕ туса хума, çав шутра 168-шне ĕçрен кăларас хăрушлăх пур граждансем валли, 268-шне — обществăлла ĕçсене вырнаçтарма, 9-шне — вĕрентÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухакансене тĕрĕслев срокне ĕçлесе ирттерме (стажировка) май панă.
Кăçалхи 7 уйăхра ĕçлекен 179 гражданина, ĕçрен хăтарас хăрушлăхра тăраканскерсене, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, 216 çын обществăлла ĕçсенче вăй хунă, вĕренсе тухнă 9 çамрăка стажировкăна янă. Асăннă программăна пурнăçланипе 2009 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи августăн 1-мĕшĕччен ĕçсĕрлĕх шайĕ 2, 52 процентран 1, 76 процента çити чакрĕ.
И. КОЗЛОВ