11 августа 2009 г.
174 ача çу кунĕсенче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă Красноармейски, Упи ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе тăрăшнă. Çавăн пекех Упипе Карай, Мăн Шетмĕпе Чатукасси, Еншик Чуллă шкулĕсенче, районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă.
Вырма — хĕрÿ те яваплă тапхăр. Акса çитĕнтернĕ тĕш тырăсене вăхăтра пухса кĕртме ĕç вăйĕ чылай кирлĕ. Хуçалăхсене çакăнта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çулленех пысăк пулăшу кÿрет. Акă, кăçал та вăл çак ырă миссине малалла тăсма шутларĕ, тулли мар яваплă “Колос” пĕрлешĕве вырмара вăй хума 14-18 çулсенчи 15 ачана хăй урлă ĕçе вырнаçтарчĕ. Шкул ачисем Малти Карăк йĕтемĕ çинче ĕçлеççĕ. Вĕсем комбайнсем патĕнчен килекен тырра йĕтем çине сарса хурса типĕтеççĕ. ОВС-25 машина витĕр кăларса çÿп-çапран уйăраççĕ. Тырра “Петкус-Гигант” сортировкăпа тасатса вăрлăхлăх хатĕрлеççĕ. Тĕрĕссипе кунта 20 ача ытла тăрăшать. Пĕрлешÿ бригадирĕ Николай Фомин вĕсенчен Александр Петровпа Максим Ефремов, Анна Петровапа Анастасия Тимонова, Сергей Марковпа Людмила Алексеева хастар пулнине палăртрĕ, “вĕсем кулленех ĕçе тухаççĕ тата тăрăшуллă” терĕ.
— Люда пиллĕкĕмĕш çул çапла йĕтем çине тухса ĕçлет. Маттур хĕр ача вăл, — тантăшне мухтамасăр чăтаймасть Анжела Тимонова. — Эпĕ вара иккĕмĕш çул çеç-ха. Малти Карăкран — 8-9-ăн тухаççĕ, Вутлантан, Красноармейскинчен ĕçлеме килекенсем те пур.
Икĕ сменăпа ĕçлеççĕ ачасем, пĕрремĕш смена — ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 18 сехетчен, каçхи 17 сехетрен тытăнса 23 сехетчен ĕçлет.
Дима Степанов хăй кунта ĕçлеме килсе “Колос” пĕрлешĕве пулăшма пултарнăшăн хавас, йĕтем çинчи ĕçпе кăмăллă вăл. Тĕрĕссипе каласан вĕсене никам та хистесе ĕçлеттермест вĕт, хăйсен ирĕкĕпе, харпăр хăйне ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен кăшт тĕреклетес тĕллевпе ĕçлеме килнĕ ачасем йĕтем çине, çитменнине шкула кайма хатĕрленме укçи те пулать. Ку — ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк пулăшу.
В. Егоров.