Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ формăсем шыраса

17 марта 2009 г.

Паянхи лăпкă мар тапхăр “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденине те ĕç-пуç çине çĕнĕлле çаврăнса пăхма хистет.

Эпир хамăр патăрта çĕннине ĕçе кĕртме, ку таранччен мĕн лайăххи пулнă, ăна малалла тăсма палăртатпăр. Паянхи условисенче ĕçсĕр тăрса юлнă, ĕç шыракан çынсене хушма социаллă хÿтлĕх парас тĕлĕшпе учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе килĕшÿсем туса вăхăтлăх ĕç тупса пани е обществăлла ĕçпе тивĕçтерни те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн патшалăх учрежденийĕ çак майпа иртнĕ çул 130 çынна вăхăтлăх ĕç тупса пама, федераллă бюджетран 157800 тенкĕ тÿлеме пултарчĕ. Пĕлтĕр, авă, пирĕн патăрта ĕçсĕр тесе регистрациленисем ял хуçалăх предприятийĕсене тыр-пул пухса кĕртме, выльăх апачĕ хатĕрлеме сахал мар пулăшу кÿчĕç. Юлашки çулсенче эпир тирпей-илем ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрма пуçларăмăр. Çавăнпах ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе килĕшÿсем туса пирĕн патăрта учетра тăракансем район центрĕнчи урамсенче, халăх ытларах пухăнакан вырăнсенче тирпей-илем ыйтăвĕсемпе ĕçлеме пикенчĕç.

Обществăлла ĕçе хутшăнас шухăшлă ĕçсĕр çынсемпе эпир сроклă ĕç килĕшĕвĕ тăватпăр. 2009 çулта пирĕн 131 çынна обществăлла ĕçе явăçтармалла. Кăçал вĕсене тÿлеме федераллă бюджетран 80200 тенкĕ пăхса хăварнă. Пирĕн патшалăх учрежденийĕ январь — февраль уйăхĕсенче ĕçсĕр 16 çынна вăхăтлăх ĕç тупса пама пултарчĕ. Çак тапхăрта Красноармейски ял тăрăхĕнче — 4, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕнче — 3, “Красноармейская” МСОпа куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕн районти пайĕнче — 2-шер, Росгосстрахăн Красноармейски ялĕнчи страховани тата ГИБДДăн районти уйрăмĕсенче пĕрер çын тăрăшрĕç. Ку мелпе эпир малашне ĕçсĕр çынсене вăхăтлăх ĕç тупса пама майсем шыратпăр.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика