25 июля 2015 г.
Июлĕн 20-мĕшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта И.З.Зиганшин ИП патне, Н.И.Васильев хресченпе фермер хуçалăхне, Комсомольски тата Урмаел ял тăрăхĕн администрацийĕсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе специализациленĕ вакансисен ярмарки иртнĕ. Унта ĕç паракансем вăхăтлăх 25 ĕç вырăнĕ сĕннĕ.
Ярмаркăна ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан 10 гражданин тата çул çитмен 4 ача хутшăнчĕ. Вĕсене ĕç рынăкĕнчи лару-тăрупа, çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе, обществăлла ĕçсем йĕркелессипе тата 14-18 çулхисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе еплерех мероприятисем ирттерни пирки каласа панă.
Ĕç паракансен представителĕсем вара ярмаркăна хутшăнакансене ĕç условийĕсемпе тата тỹлевĕпе паллаштарнă.
Вакансисен ярмаркине ирттернĕ хыççăн ĕçсĕр ларакан 4 гражданин Урмаел ял поселенине направлени илнĕ, çул çитмен 4 ача Комсомольски ял поселенине ĕçе вырнаçнă, 3 çын вара Н.И.Васильев хресчен фермер хуçалăхне кайма кăмăл тунă.
Г.ВОРОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"