15 июля 2015 г.
РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче тухнă "Патшалăхăн социаллă политикине ĕçе кĕртни çинчен" калакан 597 №лĕ Указĕпе килĕшỹллĕн районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сусăрсене ĕçе вырнаçтарассипе тухăçлăн ĕçлет.
Сусăрсене, сусăр ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарас тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн районти организацисемпе 3-мĕш ушкăнри 2 инвалида, 2-мĕш ушкăнри 1 сусăра тата нумай ачаллă икĕ ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарассипе 5 килĕшỹ хатĕрленĕ. Паянхи куна 3-мĕш ушкăнри 2 сусăра "Елочка" ООО-на тата Н.И.Васильев уйрăм предприниматель патне ятарлă ĕç вырăнне вырнаçтарнă. И.Т.Ямалиева тата З.Н.Истратий уйрăм предпринимательсем нумай ачаллă икĕ амăшне ĕçе илнĕ. Ĕç паракансем сусăрсем валли ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ тăкака 138,4 пин тенкĕ, нумай ачаллă амăшĕсем валли хатĕрленĕшĕн 60 пин тенкĕ укçан саплаштарнă. Сусăрсене ĕçе вырнаçтарма ĕç вырăнне професси, пурнăçланакан ĕçĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе йĕркеленĕ производство процесне механизацилессине тата автоматизацилессине мала хунă.
Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче тухнă 606 №лĕ "Раççей Федерацийĕнче демографи политикине пурнăçласси çинчен" указне пурнăçлас тĕллевпе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 3 çул тултарман ачана пăхакан амăшĕсене çĕнĕ професси парассине йĕркеленĕ. Паянхи куна 6 амăшне вĕренме янă. Илнĕ пĕлỹпе виçĕ амăшĕ ĕçе вырнаçнă та.
Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ, çитес вăхăтра 2-мĕш ушкăнри пĕр сусăра "Кооператор" ОООна ĕçе вырнаçтарассине, 3 çул тултарман ачасемпе ларакан 2 хĕрарăма "Маникюрша" тата "1С: Предприятие" профессисене вĕренме ярассине плана кĕртнĕ.
Г.ВОРОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"