01 марта 2013 г.
"Каçал Ен"
Г.ВОРОНОВА
Обществăлла ĕçсем йĕркелени ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма пулăшакан мелсенчен пĕри шутланать. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çулсерен çак майпа усă курса çынсене пулăшу кÿрет. Кăçал та 148 çынна обществăлла ĕçсене хутшăнтарма палăртнă. Ĕç паракансемпе 15 килĕшÿ тунă та ĕнтĕ.
Эпир тĕрлĕрен обществăлла ĕçсем сĕнетпĕр. Ытларах чухне вĕсем территорисене хĕллехи çÿп-çапран тасатассипе çыхăннă. Çу уйăхĕ çывхарса пынă май, Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксемпе мемориалсене юсас, вĕсен таврашне тирпейлес енĕпе те чылай тăрăшма тивĕ.
Ĕçсĕр граждансене çак майпа усă курса укçа-тенкĕ ĕçлесе илме, предприятисемпе организацисене обществăлла ĕçсене йĕркелессине хутшăнма чĕнетпĕр.