30 мая 2015 г.
Çавăн пекех РФ Президенчĕн В.Путинăн "Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" 597-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли тата вĕсене обществăра интеграцилемелли мерăсен комплексне туса хатĕрленĕ.
Тĕп çул-йĕрсенчен пĕри - 2011 çулхи ноябрь уйăхĕнчи "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн 100 çынран иртекен коллектива ĕçпе тивĕçтерекенсем валли сусăрсене йышăнмашкăн списокри вăтам йышăн 2 проценчĕ пулмалла. Çакна пурнăçласа Чăваш Республикинчи 3 организацие 16 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
2013 çулхи ноябрь уйăхĕнчен 35-100 çынлисем валли 1,5 проценчĕпе танлашакан квота çирĕплетнĕ. 2015 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне квотăна 85,2 процент пурнăçланă.
Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли мерăсен комплексне вĕсене квота шучĕпе йышăнни те, ĕçсĕр сусăрсене ятарласа майлаштарнă вырăнсем туса парасси те кĕрет. 2014 çулта ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене районта 4 инвалида илнĕ, кăçал 3 инвалида ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Ĕç паракансем инвалидсем валли вырăн йĕркеленĕ чухне оборудовани, техника хатĕрĕ, сĕтел-пукан туянса, вырнаçтарса хăтлă условисем туса тăкакланине саплаштарма федераци бюджетĕнчен пĕлтĕр 201 пин тенкĕ тăкакланă, кăçал 219,58 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 3 организаципе килĕшỹ туса 3-мĕш тата 2-мĕш ушкăнсен инваличĕсем валли 3 вырăн йĕркелесшĕн. Паянхи куна "Елочка" ООО-ра пĕр инвалид валли ятарлă вырăн йĕркеленĕ, вăл - хуралçă. Ĕçпе тивĕçтерекене инвалид валли вырăн хатĕрленĕшĕн 69, 2 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Тата икĕ сусăра çитес вăхăтра ĕçпе тивĕçтересшĕн.
Г.ВОРОНОВА
Источник: "Каçал Ен"