30 мая 2015 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сире 2015 çулхи çуллахи каникулта çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе иртекен мероприятисене активлăн хутшăнма чĕнет. Кашни çулах районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çĕршер çамрăк ĕç шыраса килет. Вĕсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерсе, укçа ĕçлесе илме май парса, эсир патшалăх хушăвне пурнăçа кĕртетĕр. Унсăр пуçне, çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ирттернĕ мероприятисем çамрăксен пурлăх-ырлăх туйăмне аталантарма, пĕрремĕш ĕç опычĕ илме пулăшĕç. Ача хăй укçа илме пуçласассăн ĕçлесе илнине хисеплеме вĕренет, ытти çынсен ĕçне хаклама пуçлать. Çамрăксен вăхăтлăх ĕçĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ĕç паракан хушшинчи килĕшỹ урлă йĕркеленет. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вăхăтлăх ĕçлекен çамрăксене пурлăх енчен пулăшу парас ыйтăва яланах малти вырăна хурать. Ачасене уйăхне 1275 тенкĕ тỹлеççĕ.
Çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарассипе ыйтусем пулсассăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак адреспа пырăр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.
Источник: "Каçал Ен"