23 мая 2015 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тăтăшах вакансисен ярмарккине йĕркелени халăха ĕç тупса парассинче пысăк витĕм кỹрет. Шăпах асăннă ярмăрккăсем ĕçсĕрлĕх шайне чакарма пулăшаççĕ, ĕç паракансем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тỹрремĕн çыхăнаççĕ, ĕç шыракансемпе курса калаçаççĕ, кирлĕ кадрсем тупаççĕ.
Кăçал районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç вакансийĕсен тата вĕренỹ вырăнĕсен 4 ярмăрккине ирттернĕ. Çав шутра - вĕренỹ вырăнĕсен специализациленĕ тата 14-18 çулхи çул çитмен ачасене çуркуннехи каникулти вакансисен ярмăркки.
Ĕç тата вĕренỹ вырăнĕсен вакансисен ярмăрккисене ирттернĕ вăхăтра ĕç шыракан 54 çынна вăхăтлăх тата яланлăх ĕçе вырнаçтарнă, 8 çынна профессионаллă пĕлỹ илме янă, çул çитмен 26 ача çуркуннехи каникулта вăхăтлăх ĕçре тăрăшнă.
Г.ВОРОНОВА, директор.
Источник: "Каçал Ен"