Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕрле ĕçлемешкĕн йыхравлатпăр

14 февраля 2015 г.

 Раççей Федерацийĕн Правительстви 2015 çулхи январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра хушма мероприятисене пурнăçа кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен 2015 çулта субсиди уйăрса парасси тата валеçесси çинчен" йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кăçал ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмра ирттермелли хушма мероприятисен программине хатĕрлеме тытăннă.

   Хушма мероприятисене пурнăçламалли пилĕк çул-йĕре палăртнă:

   - организацирен кăларса ярас хăрушлăх пур çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси;

   - организацирен кăларса ярас хăрушлăх пур çынсене ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм агентствăсем ытти предприятие вăхăтлăх вырнаçтарасси;

   - организацирен кăларса ярас хăрушлăх пур çынсене профессие маларах вĕрентесси тата стажировкăна ярасси;

   - социаллă проектсене пурнăçланă чухне çамрăксен ĕçлевне хавхалантарасси;

   - инвалидсен социаллă ĕçлевне йĕркелесси. Организацисене хушма мероприятисене хутшăнакансен переченьне кĕртмелли критерисенчен пĕри - организацирен, çав шутра унăн хушма тытăмĕнчен, кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ çынсем пурри (тулли мар ĕç вăхăчĕ çирĕплетни, ĕçе вăхăтлăх чарса лартни, шалăва сыхласа хăвармасăр отпуск пани, çынсене кăларса ярас тĕллевпе ирттерекен мероприятисем).

   Кăларса ярас хăрушлăх пур çынсене ытти организацие ĕçлев центрĕсемпе тата организацисемпе килĕшỹ çирĕплетнĕ кадр енĕпе ĕçлекен уйрăм агентствăсем вăхăтлăх вырнаçтарма пултараççĕ. Унăн вăтам тăсăмĕ 6 уйăхран иртмелле мар. Ĕçпе тивĕçтерекене кашни çыншăн тăкакланнăшăн уйăхра 7425 тенкĕ саплаштараççĕ. Профессие маларах вĕрентессин (стажировкăн) тĕллевĕ - организацин кадр потенциалне сыхласа хăварасси, конкуренцире тупăшаслăха ỹстересси тата организацире вăй хуракансен профессипе çыхăннă мобильлĕхне аталантарасси.

   Профессие маларах вĕренме (стажировкăра пулма) тивĕçлисен шутне вĕсем тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен тулли мар ĕç вăхăчĕ çирĕплетнĕ, ĕçе вăхăтлăх чарса лартнă çынсем, шалăва сыхласа хăвармасăр отпуска кайнă граждансем, хăйсене ĕçрен хăтарас енĕпе мероприятисем ирттерекен работниксем кĕреççĕ. Çын вĕреннĕ вăхăтра унпа çирĕплетнĕ ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама пултараймаççĕ. Профессие маларах вĕренес тапхăр вăтамран 3 уйăхран иртмест, стажировкăн вăтам тăсăмĕ - 1 уйăх. Пĕлỹ илнĕ вăхăтра кашни çынна уйăхсерен 7425 тенкĕ стипенди тỹлеççĕ. 22-30 çулсенчи çамрăксен ĕçлевне хавхалантарас тĕллевпе вĕсем пурнăçлакан социаллă проектсене конкурс мелĕпе суйласа илме палăртнă. Грант виçи 300 пин тенкĕрен иртмест. Инвалидсен ĕçĕпе усă куракан е сусăрсем валли вырăн йĕркелекен, социаллă тытăмра хỹтлĕх паракан коммерциллĕ мар организацисем те пулăшăва тивĕçме пултараççĕ. Асăннă программăна хутшăнмашкăн организацисен хăйсем регистрацие тăнă вырăнти ĕçлев центрне çирĕплетнĕ йĕркепе ыйтса çырмалла. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кăмăл пуррисене тата нушана лекнисене мероприятисене (çав шутра хушма мероприятисене), Чăваш Республикин "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программине хутшăнма сĕнет. Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин яваплă çыннисен сире канăç паман ыйтупа информаци илме май паракан контакт телефонĕсем: 8(83539)44-30-40, 55-25-61, 57-15-95.              

                                                                                                                                                                                                                             Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика