28 февраля 2015 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе тата 3 çул тултарман ачапа килте ларакан хĕрарăмсене хушма професси илме пулăшас тесе ятарлă мерăсем йышăннă.
Ĕç рынокĕнче инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси çав тери йывăр. "Чăваш Республикинче инвалидсене валли ĕç вырăнĕсем квотăласси" саккунпа килĕшỹллĕн кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 100 ытла çын ĕçлекен 3 организацире инвалидсене валли 16 ĕç вырăнĕ квотăланă. Районта 35-100 çын ĕçлекен 27 организаци пулсассăн, вĕсенче инвалидсене валли 27 ĕç вырăнĕ пур. 24-шĕнче ĕçлеççĕ те. Республика программине пурнăçласа инвалидсене ятарлă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле. Çакна пĕтĕмпех ĕç паракан пурнăçлать, тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Тĕслĕхрен, 3-мĕш ушкăн инваличĕ валли 73 пин тенкĕ таран, 1 тата 2-мĕш ушкăн инваличĕсене валли 81,4 пин тенкĕ уйăраççĕ.
2015 çулта районти предприятисенче инвалидсене ĕçе илме 3 ĕç вырăнĕ хатĕрлеме пăхса хунă. Çулталăк пуçланнăранпа "Дубовка", "Кооператор" ООО-семпе инвалидсене ĕçе вырнаçтарма килĕшỹ çырнă.
Ачасене 3 çулччен пăхакан хĕрарăмсене хушма професси илме майсем туса парас енĕпе те çине тăрсах ĕçлетпĕр. Çавна май 2 хĕрарăма вĕренме янă. "Заправка станцийĕн операторĕ", "Организаци менеджерĕ" профессисене алла илме май пур. Кăçал тата ачасен 6 амăшĕ хăйсен пĕлĕвĕсене ỹстерĕç. Вĕсем "Оператор АСБУ", "1С: Предприятие", маникюр, кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектор, парикмахер профессийĕсене вĕренĕç. Çавна май ача пăхакансем декрет отпускĕнчен тухиччен хăйсен професси ăсталăхне ỹстерĕç.
Нумай ачаллă амăшĕсене ĕçпе тивĕçтересси те ятарлă программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Вĕсене валли ятарлă ĕç вырăнĕ туса панăшăн 30 пин тенкĕ субсиди уйăраççĕ. Акă, И.Т.Ямалиева уйрăм предприниматель нумай ачаллă амăшне ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл поварта тăрăшать. Тата районти 2 организаци те çак программăна хутшăнма кăмăл тунă.
Источник: "Каçал Ен"