28 февраля 2015 г.
Февралĕн 18-мĕшĕнче районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен ярмарки иртрĕ. Унта виçĕ организаци хутшăнчĕ: В.И.Краснов, И.З.Зиганшин уйрăм предпринимательсем, Çĕрпỹелĕнчи кирпĕч завочĕ АХО. Ярмаркăра 23 çын пулса курчĕ, вĕсенчен 21-шĕ - ĕçсĕр. Ĕç тупас тĕллевлĕ çынсем консультацисем илчĕç, ĕç рынокĕнчи вакансисен банкĕпе паллашрĕç. Унта 100 ĕç вырăнĕ шутланса тăрать: технолог, администратор, библиотекарь, дояр, водитель, сутуçă, слесарь, грузчик т.ыт.те. Вакансисен ярмаркине ирттерни вунă çынна ĕç тупма пулăшрĕ.
Источник: "Каçал Ен"