21 марта 2015 г.
Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи демографи политикине ĕçе кĕртесси" хушăвне пурнăçласа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 3 çула çитмен ачасен амăшĕсене хушма професси парассине йĕркеленĕ. Çакна ача амăшĕсем ĕçе тухсассăн професси енчен хатĕр пулччăр тесе тата урăх ĕçе вырнаçма пултарччăр тесе тăваççĕ.
Паянхи куна икĕ çамрăкамăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вĕренет. Вĕсем "Менеджер организации" тата "Оператор заправочных станций" профессисене вĕренме кайнă. Вĕсенчен пĕри çĕнĕ профессипе ĕçе вырнаçнă та. Çитес вăхăтра "Маникюрша" профессие илес шухăшлă пĕр хĕрарăм пур.
Ачапа ларакан çамрăк аннесене çĕнĕ професси илме, профессионаллă пахалăхсене ỹстерме чĕнетпĕр.
Интереслентерекен ыйтусене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсенчен ыйтса пĕлме пултаратăр.