Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Инвалидсене - ĕç

04 октября 2014 г.

Сывă çынсемпе танлаштарсан инвалидсене ĕç тупма кансĕртерех. Çав вăхăтрах вĕсемшĕн хăйсене ĕçе йышăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă укçапа кăна çыхăнман-çке. Хевтесĕрсем килте хупăнса ларасшăн мар - пурнăçран юлнăн туяс мар тесе вĕсем ĕçлеме ăнтăлаççĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç шыракан инвалидсене витĕмлĕ пулăшу парать. Çирĕплетнĕ квотăпа организацисенче инвалидсене ĕçе йышăнасси мĕнле пынине мониторингпа тĕрĕслеççĕ.

    Сусăрсене социаллă хушма хỹтлĕхпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ "Чăваш Республикин 2011 çулхи ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен" 68-мĕш саккунĕн 2 тата 4-мĕш статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун йышăннă. Асăннă документпа килĕшỹллĕн 35-100 çынлă коллективсемшĕн йышăн вăтам списокĕн 1,5 проценчĕпе танлашакан квота палăртнă. Çапла майпа районта 27 организацире 34 сусăра ĕçе вырнаçтарма пултарнă. Тĕрлĕ мероприятисем ирттермелли программăпа килĕшỹллĕн кăçалхи çул ятарлă 3 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. 9 уйăхра 10 инвалид ĕç вырăнĕ тупма пул- тарнă. Çавăн пекех районта виçĕ çул ачапа ларакан хĕрарăмсем валли вĕренме май туса панă. Паянхи куна 8 хĕрарăм вĕренсе тухнă, 2-шĕ вĕренет. Вĕсем "1С: Бухгалтери", "1С: Суту-илỹ учечĕ", повар, çĕвĕç специальноçне илме пултараççĕ. Вĕренỹ курсĕ тỹлевсĕр. Çавăн пекех вĕсене çул укçипе те тивĕçтереççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                    Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика