Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çулла ачасем те ĕçлесшĕн

06 августа 2014 г.

Пĕрисемшĕн çуллахи каникул пĕр шухăшсăр канмалли, савăнмалли вăхăт пулсан, вăхăта сая яма юратман ачасем те пур. Вĕсем ăна усăллă - ĕçлесе - ирттереççĕ.

    Çул çитменнисен çуллахи ĕçне йĕркелес енĕпе Комсомольски районĕн ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ тимлет. Шкул ачисен çуллахи кану кунĕсем çитиччен эпир тивĕçлĕ органсемпе пĕрле 14-18 çулхи çамрăксемшĕн хăрушсăр тата вăй çемми ĕçсен переченне хатĕрлетпĕр. Вăйра тăракан саккунпа килĕшỹллĕн, çул çитменнисен ĕç вăхăчĕ икĕ-виçĕ эрнерен иртмелле мар, кунне 4 сехет ĕçлеттерме юрать, 15 çула çитменнисемшĕн ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕ кирлĕ.

    Кăçал ачасем 2-3 эрне ĕçлеççĕ, çак тапхăрта вăтамран 800-1000 тенкĕшер ĕçлесе илеççĕ. Пĕрре пăхма çак сумма пысăках мар пек, анчах вĕсемшĕн пĕрремĕш ĕç укçи - чи хакли, мĕнле те пулин ĕмĕте пурнăçа кĕртме май парать. Кăткăсах мар ĕçе пурнăçласа, çул çитменнисем кĕсьере тытмалăх шалу илеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Комсомольскинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр 393 ачана ĕçе вырнаçтарнă. Çак шутран 50-шĕ хальхи вăхăтра "Заря", "Труд", "Рассвет", "Восток", "Луч", "Асаново" кооперативсенче, "Дубовка" организацире вырма ĕçне хутшăнаççĕ, йĕтемсем çинче тырă алланă çĕрте тăрăшаççĕ. Каникул вĕçлениччен çул çитмен тата 91 çамрăка ĕçе вырнаçтарма май пур.  

     Çулла пирĕн пата ĕç шыраса килекен йышлă, анчах организацисемпе уйрăм предприятисем хушшинче çамрăксене пулăшас кăмăллисем сахал. Аслă классенче вĕренекенсене ĕçе вăхăтлăха илсен предприятисем выляса çеç илĕччĕç - çамрăксем коллектива çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртеççĕ-çке, ыттисен ĕçлес кăмăлне çĕклесе яраççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                        Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика