Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçпе тивĕçтеретпĕр

20 августа 2014 г.

Ĕç шыракансене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме вакансисен ярмăрккине йĕркелени пулăшать. Унта районти ĕç паракансем хастар хутшăнаççĕ, ĕç вырăнĕсем сĕнеççĕ. Кăçалхи январьтен пуçласа ĕçпе тивĕçтерекен центр 6 ярмăркка ирттернĕ. Вĕсене 18 организаци хутшăннă. Вакансисен ярмăрккине 131 ĕç шыракан çитнĕ, 69-шне ĕçпе тивĕçтернĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр августăн 11-мĕшĕнче вакансисен ярмăрккине ирттернĕ. Ярмăрккара районти "Комсомольский РСУ" АХО, "Луч" ЯХПК представителĕсем, З.Н. Истратий, Г.П.Леонтьева харпăр хăй предпринимательсем пулнă. Ярмăрккана ĕçсĕр 10 çын пынă. Вĕсем ĕç паракансемпе тĕл пулнă, центр специалисчĕсем ĕç ыйтăвĕсемпе консультацисем панă.

   Ĕç шыракансем анкетăсем çырнă, ĕç паракансемпе калаçнă. 2 çын ĕçе чĕнни илнĕ.

                                                                                                                                                                                                                                   Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика