Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ача амăшĕсем валли

18 июня 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указне пурнăçласа районта ача 3 çул тултаричченхи отпускри амăшĕсене професси пĕлĕвĕ илме пулăшас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Сăмахран, хăйсен пĕлĕвне ỹстерес тата хушма професси илес текен амăшĕсене программăпа килĕшỹллĕн пĕтĕмпех тỹлевсĕр вĕрентеççĕ. Вĕсем 1-4 уйăх вĕренеççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта 5 çын "1С Предприятие "Управление торговлей", 2 çын - "оператор АСБУ 1С Предприятие" программăсемпе хушма професси илнĕ. Паянхи куна 3 çула çитмен ачасене пăхакан 7 амăшĕ хăйсен пĕлĕвĕсене ỹстернĕ, 2-шĕ ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕренес, хушма професси илес текен амăшĕсене "Портной", "Управление персоналом" программăпа вĕренме яма пултаратпăр. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт, ыйтса пĕлмелли телефон: 5-13-79. Хăвăрпа пĕрле паспорт, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство, 3 çул тултарман ачана пăхнине калакан документ копийĕ пулмалла.

                                                                                                                                                                                                                             Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика