Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Раççей Федерацийĕнче - лайăххисен шутĕнче

26 апреля 2014 г.

  Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ çирĕплĕхпе палăрса тăчĕ. Регистрациленĕ граждансен йышĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4835 çынпа танлашнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх хисепĕпе шайлаштарсан - 0,72 процент. Ĕçлев службин ваканси банкĕнче паянхи кун тĕлне 2,5 пин ĕçпе тивĕçтерекен тăратнă 16 пине яхăн ваканси пур. Урăхла каласан вырнаçас текен кашни çын пуçне 3 ытла ваканси тивет. Вĕсем тăрăх сĕнекен шалу - 8 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран. Республикăри ĕçпе тивĕçтерекенсем çĕвĕçсене, водительсене, поварсене, сутуçăсене, кирпĕч купалакансене, кондукторсене, слесарь-юсавçăсене, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансене ыйтаççĕ. Медицина сестрисен, кĕçĕн воспитательсен, менеджерсен тата тĕрлĕ специализаци инженерĕсен вакансийĕсем те нумай. Хальхи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе, унăн хăйне евĕрлĕхĕпе паянхи кăларăмра Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи Сергей Петрович ДИМИТРИЕВ паллаштарать.

    - Сергей Петрович, ĕçлекенсене республикăри предприятисенчен йышлăн кăларса янă тĕслĕх пур-и е рынок экономикин саманинче çакнашкал пулăма никам та асăрхаса тăмасть-и?

     - Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха ỹстерсе ярас мар тесе служба органĕсем рабочисене кăларса янипе тата организацисенче тулли мар ĕçлев йĕрки (хăйсенчен килмен сăлтавпа çынсем ахаль ларни, ĕç паракан пуçарнипе административлă отпуска яни, тулли мар кун е эрне ĕçлени) кĕртнипе çыхăннă пулăмсен мониторингне кашни эрнерех ирттереççĕ. Паянхи кун тĕлне республикăри организацисенче тулли мар ĕçлевлĕ çынсем 700-ĕн. Ун пекисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисенче йышлă. Кăçалхи иккĕмĕш кварталта 27 предприятирен 600 ытла çынна кăларса яма палăртни çинчен пĕлтерни пур. Организацие хупнипе е унта вăй хуракансен йышне чакарнипе, е штата пĕчĕклетнипе çулталăк пуçланнăранпа 338 çынна ĕçрен хăтарнă. Вĕсенчен 109-шĕ ĕçлев службине пынă, çав шутран 43-шне ĕçсĕр тесе йышăннă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта иртнĕ çул ĕçрен кайма тивнисенчен 300-шне ытла вырăн тупса панă. Унсăр пуçне асăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев контроле илнĕ.

      - Раççей Ĕç министерстви 2011-2012 çулсенче ĕçлев службин органĕсен ĕç-хĕлне хакласа Чăваш Ене çĕр-шывăн кăтартуллă субъекчĕсен шутне кĕртнĕ. Республикăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем тăрăх лару-тăру мĕнлерех?

      - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе нумаях пулмасть 2013 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвне пурте илме пултарнин тата пахалăхне хакланин пĕтĕмлетĕвĕ çинчен аналитика справки килнĕ, ăна РФ ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ М.Топилин алă пуснă. Мĕн пур тĕп позици тăрăх Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн кăтартуллă субъекчĕсен йышĕнче. Ĕç шыракан граждансене вырнаçтарас енĕпе Чăваш Республики Раççей регионĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Юрăхлă ĕç тупса пама ыйтса служба органĕсене пынисен 82,5 процентне пĕлтĕр вырнаçтарма май килнĕ (Раççей Федерацийĕнче - 64,2). Инвалидсене ĕçлĕ тăвас енĕпе пирĕн республика - улттăмĕш вырăнта, ĕç шыраса служба центрне пынă сусăрсен 64,7 процентне вырнаçтарнă (Раççей Федерацийĕнче - 39,7). Ĕçлев службин органĕсен ĕçне хаклакан кăтартусенчен пĕри - çын служба органне пынăранпа вунă кун иртиччен, урăхла каласан ăна регистрацие тăратиччен вырăн тупса парасси. Ĕçсĕр тесе йышăннă граждансен шучĕ чаксах пырать: Чăваш Енре асăннă кăтарту 2013 çулта 34,7 процентпа танлашнă (Раççей Федерацийĕнче - 45,3). Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕ пирĕн хутлăхра 3,7 уйăх пулнă (Раççей Федерацийĕнче - 5,5), учетра çулталăк ытларах тăракансен тỹпи 2,04 процентпа танлашнă (Раççей Федерацийĕнче - 12,2). Инвалидсен регистрациленĕ ĕçсĕрлĕхĕ республикăра вăтамран 4,4 уйăха пынă (Раççей Федерацийĕнче - 6,3). Пĕлтĕр ĕç паракансен пĕтĕм йышĕн 14 проценчĕ хăйсене кирлĕ кадрсене ĕçлев служби урлă суйласа илнĕ (Раççей Федерацийĕнче - 6,1). "Ĕçсĕр граждансен пĕтĕм йышĕнче профессие вĕренме тытăннисен тỹпи" кăтартăва илес тĕк Чăваш Ен (14,4 процент) Раççей Федерацийĕн (8,2) субъекчĕсем хушшинче тăваттăмĕш вырăна тухнă. Ĕçсĕр граждансене професси пĕлĕвĕ панин эффективлăхĕн хаклавĕ вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн ĕçе вырнаçни шутланать. Чăваш Республикинче пĕлтĕр професси енĕпе ăс пухнă хыççăн тепĕр хут ĕçсĕр тесе йышăннисем 1,1 процент пулнă (Раççей Федерацийĕнче - 5,1), ыттисем пурте тивĕçлĕ вырăн тупнă.

       - Хальхи обществăра экономикăн чылай ыйтăвне халăхăн ĕçлев миграцийĕн пуçарулăхĕ шучĕпе татса параççĕ. Ентешсем ытти региона вăхăтлăх ĕçлеме тухса кайнине прессăра питех ырламаççĕ. Чăваш Енре пурăнакансене мĕншĕн "кăкарса лартмалла" вара?

      - Ĕç миграцийĕ енĕпе патшалăх тытса пыракан политикăн тĕллевĕ - ытти регионти организацисене вăхăтлăх е хĕрỹ тапхăрта кадрсемпе тивĕçтересси. Республикăри ĕçлев органĕсен службине ытти регионти ĕç паракансем хăйсем патне çынсене йыхравлани тăтăшах килет. Çуллен пĕр пин ытла çынна республика тулашĕнче вырнаçтаратпăр. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Мускав хулин, Самар облаçĕн ĕç тата халăх ĕçлевĕн департаменчĕсемпе, Санкт-Петербург хулинчи ĕç тата халăх ĕçлевĕн комитечĕпе, Алтай крайĕнчи ĕç тата халăх ĕçлевĕн управленийĕпе тата ыттисемпе çирĕплетнĕ килĕшỹсем тăрăх гарантиленĕ майпа вырнаçма пулăшать. 2013 çулта çак тĕллевпе çыхăну тытасси çинчен 19 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Пĕлтĕр республикăри служба органĕсем Чăваш Ен тулашне сезон тата вахтăпа экспедици ĕçĕсене 1120 çынна вырнаçтарнă.

    - "Сывă" кирек мĕнле общество та вăйсăррисемшĕн, чи малтанах хевтесĕрсемшĕн, тăрăшать. Инвалидсем Чăваш Енри ĕçлев службин органĕсене пырсан патшалăх пулăшăвĕн мерисенчен хăшне тивĕçме пултараççĕ?

     - Сусăрсене вĕсем инвалид пулса тăнă хыççăнах пулăшма тытăнатпăр. Республикăра вĕсем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ (хальхи вăхăтра унта 400-е яхăн ваканси пур), ăна çĕнетсех тăраççĕ тата кун пирки инвалидсен общество организацийĕсене, медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн учрежденийĕсене пĕлтереççĕ. 2013 çулта йĕркеленисене пĕтĕмлетни çирĕплетнĕ тăрăх ыйтса пĕлнĕ 1380 инвалидран 970-шĕ (70,3 процент) ĕçлес кăмăллă, 36-шĕ (2,6) пĕчĕк бизнес йĕркелес тĕллевлĕ, 330-шĕ (23,9) професси вĕренĕвне кайма шухăшлать, 44-шĕ (3,2) хăйĕн ĕçлевне хальлĕхе уçăмлатман-ха. Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн 100 çынран иртекен коллективсемлĕ ĕç паракансем тĕлĕшпе инвалидсене йышăнмашкăн списокри рабочисен вăтам йышĕн 2 проценчĕпе танлашакан квотăна 2011 çулхи чỹк уйăхĕнчен çирĕплетнĕ. Ăна кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 88,4 процент пурнăçланă (иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 86,3). Квота шучĕпе 1614 çынна йышăннă. Муниципалитетăн 26 йĕркеленĕвĕнчен 10-шĕнче ку енĕпе тĕллеве 100 проценчĕпех тултарнă. Квотăна пурнăçланă социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятисен йышĕнче - "Акконд", "Промтрактор", "Текстильмаш" АУОсем, "Яхтинг" ООО (Шупашкар хули), "Электроприбор" завод" АУО, "Элетез" завод" ООО (Улатăр хули) тата ыттисем. 2013 çулхи чỹк уйăхĕнчен инвалидсене вырнаçтармашкăн 35-100 çынлă коллективсем валли те мĕн пур йышăн 1,5 проценчĕпе танлашакан квота çирĕплетнĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă ушкăна кĕрекен организацисем тĕллеве 56,8 процент пурнăçланă, халĕ вĕсенче 600 ытла сусăр вăй хурать. Виççĕмĕш çул-йĕр ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе хушма мероприятисене кĕртессипе çыхăннă - вĕсемпе килĕшỹллĕн сусăрсене йышăнмалли вырăна ятарласа майлаштарнин тăкакĕсемшĕн ĕç паракана федераци тата республика бюджечĕсенчен тỹлени. 2013 çулта çапла майпа 102 инвалида йышăннă, асăннă тĕллевпе 6,8 млн тенкĕ тăкакланă: федераци бюджечĕн субсидийĕ шутĕнчен - 6,4 млн (93,9 процент), Чăваш Республикин бюджетĕнчен - 420,0 пин (6,1). Кăçал ятарлă вырăнсене 106 сусăра илме (ку кăтарту пирĕн хутлăхри ĕçлеме пултаракан ỹсĕмри инвалидсен 0,6 проценчĕпе танлашать) палăртнă. Инвалидсене хỹтĕлемелли тăваттăмĕш çул-йĕр - вĕсен хушшинче предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма пулăшасси.

     Чăваш Ен Халăха ĕçе тивĕçтерекен патшалăх служби харпăр хăй бизнесне йĕркелемешкĕн уйăракан финанс пулăшăвĕпе 2010 çултанпа ĕçсĕр граждансен йышĕнчи 199 инвалид усă курнă, вĕсенчен 100-шĕ предпринимательлĕхе малалла аталантарать. Ĕçлев службин органĕсем уйăрнă малтанхи тĕрев хăшĕ-пĕрне сывлăш çавăрса яма тата бизнеса аталантармашкăн грантсем çĕнсе илме май пачĕ. Пиллĕкмĕш çул-йĕр инвалидсене йышăннă организацисенче вĕсем валли майлаштарнă ятарлă вырăнсене сыхласа хăвармалли мероприятисене пурнăçланипе çыхăннă. 2013 çулта Чăваш Республикин "Граждансене социаллă хỹт-лĕхпе тивĕçтересси" патшалăх программин "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çум программипе килĕшỹллĕн республика бюджетĕнчен çакнашкал пулăшăва 113 вырăна сыхласа хăвармашкăн 6 организацие 2,5 млн тенкĕлĕх панă. Кăçал çак тĕллевпе 2,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

      Инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли комплекслă мерăсене пурнăçланă май служба органĕсен центрĕсенче учетра тăракан сусăрсен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 764 çынран 2013 çул вĕçленнĕ тĕле 574-а çити чакнă, иртнĕ çул хевтесĕр 1145 граждана ĕçе йышăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика