Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ытти регионсене - ĕçлеме

27 февраля 2014 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кашни çулах районтан ĕçсĕр çынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаçĕсене ăсатать, ĕçпе тивĕçтерет. Акă, паянхи кун Мускав облаçĕнче 4 çын ĕçлет. 2014 çулта эпир 15 çынна республика тулашĕнче ĕçпе тивĕçтерме планланă.

Сăмахран, март уйăхĕнче Чулхула облаçĕнчи «Монтаж-энерго», «Красинское» (Воронеж облаçĕ), «Нива» (Тула облаçĕ) тулли мар яваплă обществăсене рабочисене ĕçлеме ăсататпăр. Çывăх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаçне районтан кайма кăмăл пуррисене ĕçпе тивĕçтерĕпĕр.

Çакна та палăртмалла: ĕç договорне пĕр уйăхран кая мар вăхăта çирĕплетмелле.

Ытти регионсенче ĕçе вырнаçас кăмăл пулсан 5-13-79 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа е пирĕн пата килсе ыйтма пултаратăр. Адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика