08 февраля 2014 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр профессиллĕ пĕлÿ илес кăмăллисене вĕренÿ курсĕсенче пĕлÿ пухма сĕнет.
Февраль уйăхĕнче ПЭВМ операторĕ пулас текенсене центра тăхтаса тăмасăрах çитме сĕнетпĕр. Ушкăнсене калăплама пуçланă.
2014 çулхи апрель уйă-хĕнче электрогазосварщика 3,5 уйăх , «Д» категориллĕ водителе 1 уйăх, «В» категориллĕ водителе 2 уйăх, парикмахера 6 уйăх, электрооборудование пăхса тăракан тата юсакан электромонтера 2 уйăх, 1С предприяти программăна пĕлме 1,5 уйăх, маникюра 3,5 уйăх, 3-мĕш разрядлă котельнăй операторне 3 уйăх, «В» тата «С» категориллĕ тракторист-машиниста 3 уйăх вĕренме ушкăнсем йĕркелеççĕ.
Вĕренÿ, апатлану, çул-çÿрев тăкакĕсене пĕтĕмпех ĕçпе тивĕçтерекен центр саплаштарать. Вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлеççĕ. Информаципе тĕплĕнрех районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта паллашма пулать. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, тел.: 5-13-79.
Г.ВОРОНОВА
Источник: "Каçал Ен"