Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр

04 февраля 2014 г.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта ĕç шыракан 70 çын учетра тăрать (2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 52 çын). Вĕсенчен 21,4 проценчĕ — аслă пĕлÿллĕ, 18,5 проценчĕ — вăтам пĕлÿллĕ. Пуçламăш профессиллисем — 22,8 процент.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем 2013 çулхи январь—декабрь уйăхĕсенче пурĕ 997 çынна ĕç тупса пачĕç. Çул çитмен 537 ача (14—18 çултисем) каникулсенче вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен тулли мар çемьесенчен — 79-ăн, сахал тупăшлисенчен — 38-ăн, ăнăçсăррисенчен — 2-ĕн, районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăраканнисем — 3-ĕн. Выпускниксенчен 6-шĕ пирĕн центр ĕçченĕсем пулăшнипе ĕç тупнă.

Иртнĕ çул ĕç шыракан 15 çынна ытти региона ĕçлеме янă.

Çĕнĕ профессие алла илес, квалификацийĕсене ÿстерес тĕллевпе ĕçсĕр 53 çынна вĕ-рентме ятăмăр, çав шутран 10-шĕ — хĕрарăм. 2013 çулта тÿлевсĕр майпа центр урлă 15 инвалид алла професси илчĕ. Çар службинчен килнисем — 5-ĕн.

Психологи енĕпе ĕçсĕр 42 çынна специалистсем пулăшу панă. Вĕсенчен 28-шĕ — хĕр-арăмсем. Çав шутра 16—29 çулсенчисем — 7-ĕн, 2-ĕн — инвалидсем.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем пулăшнипе ĕçсĕр 15 çын «Как начать собственное дело?» темăпа семинарсенче пулса пĕлÿ пухрĕ.

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 3 инвалида ĕç тупса патăмăр.

Иртнĕ çулта эпир вакансисен ярмăрккине 7 хутчен йĕркелерĕмĕр, унта организацисемпе предприятисен представителĕсем (19-ăн) те пулчĕç, ĕç шыракан 139 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен 103-шне ĕçпе тивĕçтертĕмĕр.

Паянхи кун районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 145 ĕç вырăнĕ сĕнет. Вĕсенчен 19,3 проценчĕ — ял хуçалăхĕнче.

2012 çулта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 1137 çын килчĕ. Вĕсенчен хĕрарăмсем – 58,4 процент, ар çынсем – 41,6 процент. Çапла вара районта ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,45 процентпа танлашать.

Г.ВОРОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика