Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хыпарламасан явап тыттаратпăр

11 декабря 2013 г.

1991 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи 1032-1 №-лĕ федераллă саккунăн 25 статйин 3-мĕш пайне 2013 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи 11 №-лĕ федераллă саккунпа улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ĕç параканăн путланни (банкротство) процедури пуçланни пирки, çавăн пекех инвалидсене професси енĕпе реабилитацилени е ĕç вырăнĕ парасси çинчен кашни уйăхрах халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра хыпарламалла. Инвалидсем валли патшалăх паракан квотăсем çинчен те çырса пĕлтермелле.

Çак саккуна пăснăшăн Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 5.42 статйипе килĕшÿллĕн должноçри çынсене 5 пин тенкĕрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран штрафлама пулать.

Ертÿçĕсене тепĕр хут асăрхаттаратпăр: «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн ĕç параканăн инвалидсене ĕç вырăнĕ туса памалла. Вĕсем валли ĕç вырăнĕсем туса парасси çинчен вырăнти нормативлă актсем йышăнмалла.

Н.ДРЯБЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика