Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çулĕсене пăхмасăр тăрăшаççĕ

09 ноября 2013 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал пенси çулне çывхаракан 79 çын ĕç шыраса пынă. Вĕсенчен 7-шне ĕç вырăнне чакарнипе е организаци хупăннипе ĕçрен хăтарнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе 19 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çавăн пекех пенсири 14 çын ĕç шыраса пынă пулсассăн, вĕсенчен 7-шне ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Пенсие тухма 2 çул юлнă граждансене ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннипе маларах пенсие яма ирĕк пур. Çавна май январь — октябрь уйăхĕсенче ĕçсĕр 4 çынна пенсипе тивĕçтерме йышăннă, вĕсенчен иккĕшĕ — инвалидсем.

Пенси çулне çитнĕ граждансене ĕçлеме условисем туса парас тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен центр çĕнĕ мелпе ĕçлеме пикеннĕ. Унпа килĕшÿллĕн çитес çул 2 гражданин хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстерĕ.

Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика