Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çамрăксене - ĕç вырăнĕ ("Каçал Ен")

17 августа 2013 г.

Ĕç тупасси — кашни çыншăн яваплă вăхăт. Çамрăксемшĕн вара пушшех те. Тин çеç вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ĕç паракансем хыпăнсах илесшĕн мар. Чылай чухне çакна опычĕ çуккипе сăлтавлаççĕ.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра июль уйăхĕнче тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 22 çамрăк ĕç шыраса пынă: 11-шĕ — аслă пĕлÿллĕ, 10-шĕ — вăтам, 4-шĕ професси пĕлĕвĕ илнĕ. Вĕсенчен 11-шне ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Икĕ çамрăка хушма професси илме вĕренме янă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта çамрăк специалистсем валли ятарлă программа пур. Унпа килĕшÿллĕн 18—20 çулсенчи выпускниксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернисĕр пуçне, укçа-тенкĕ парса пулăшатпăр. Кăçал çак программăпа 5 çамрăка пулăшнă. Вĕсем менеджер, бухгалтер, автомеханик, повар тата строительство мастерĕ пулса ĕçлеççĕ.

Çавăн пекех центрта тăтăшах тĕрлĕ ваканси ярмăрккисем, консультацисем, професси вĕренĕвĕ йĕркелени ĕçсĕр çынсене пулăшу кÿрет. Сăмахран, августăн 9-мĕшĕнчи ярмăрккана вĕренÿ заведенийĕсен выпускникĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес тесе йĕркеленĕ. Унта П.Н.Давыдов, З.Н.Истратий предпринимательсем, «Районти тĕп больница» бюджет учрежденийĕ хутшăнчĕç. Икĕ çамрăка вăхăтлăх ĕçе тата икĕ выпускника пĕрремĕш ĕç вырăнне вырнаçтарма май килчĕ.

 

Г.ВОРОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика