Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçлев ыйтăвĕсене пăхса тухнă ("Пирěн пурнăç")

12 августа 2013 г.

Августăн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлев, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин ертÿçин çумĕпе Иван Шкловецпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче патшалăх социаллă политикине пурнăçласси çинчен калакан РФ Президенчĕн Указĕ пурнăçа епле кĕрсе пыни çинчен сăмах пынă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра ĕçсĕррисен шутне чакарассипе курăмлăн ĕçлесе пынине палăртнă. Паянхи куна 20 пине яхăн ĕçлекен вăйсем çитмеççĕ, çав вăхăтрах ĕçсĕррисен черетĕнче пилĕк пин çын çеç тăрать.

Иван Шкловец Чăваш Республикине ĕç планĕпе килсе çитнине, Чăваш Ен Правительстви бюджет тытăмĕнче тимлекен уйрăм категорири çынсен шалăвне ÿстерессипе пысăк утăмсем тунине палăртнă. Калаçура ĕç укçин парăмĕсем çинчен те сăмах хускатнă. Юлашки виçĕ çулта республикăра ĕç укçин парăмĕсем 30 хут чакнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх ку парăмăн виçи 4, 8 млн тенкĕпе танлашать – Атăлçи федераллă округпа илсен иккĕмĕш кăтарту.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 18 районта тата Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче ĕç укçипе парăмсем пулман.

Çавăн пекех августăн 1-мĕшĕнче Михаил Игнатьев "Банк ВТБ" УАО-н Правлени Председателĕпе Михаил Осеевскипе тĕл пулнă, ĕçлĕ хутшăнусене сÿтсе явнă, "Экра" ТЯО-ри лайăх ĕç укçи илекен çамрăк ĕçченсем тата пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тăвасси çинчен калаçнă.

 

ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика