Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Электрон мелпе пулăшу кÿретпĕр "Касал ен"

17 июня 2013 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр чылай патшалăх пулăшăвне www.gosuslugi.ru портал урлă электрон мелпе кÿрет. Сăмахран, вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлес кăмăллă 14—18 çулсенчи граждансенчен заявленисем йышăнасси, вăхăтлăх ĕçсене йĕркелесси, обществăлла ĕçсене хутшăнтарасси çак портал урлă пурнăçланаççĕ. Унсăр пуçне эпир электрон мелпе ваканси ярмăрккисем çинчен пĕлтеретпĕр, ĕçпе тивĕçтерекенсене кирлĕ кадрсене тупма пулăшатпăр.

«Электронлă ĕç паракан» программа урлă ĕçпе тивĕçтерекен центра пымасăрах кадрсем кирли, вакансисем уçăлни, тулли мар ĕç кунĕ, ют çĕр-шыв гражданĕсем валли квотăсем йĕркелени çинчен пĕлтерме, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарма ыйтма пулать.

Паянхи кун ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕç шыракансемпе скайп программа урлă видео-собеседовани ирттерме пултараççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр районти 10 организаципе çакăн пек собеседовани йĕркелесе 16 çынна ĕç тупма пулăшнă.

Ĕç паракансемпе ĕçсĕррисене вăхăтпа тан утма, www.gosuslugi.ru порталта патшалăх пулăшăвĕсене илме, «Электрон ĕç паракан» тата видео-собеседовани программăсемпе анлăн усă курма сĕнетпĕр.

Г.ВОРОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика